Чăваш патшалăхĕн академи симфони капелли: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
51-мĕш йĕрке: 51-мĕш йĕрке:
[[Категори:1967 çулта йĕркеленĕ мусăк ушкăнĕсем]]
[[Категори:1967 çулта йĕркеленĕ мусăк ушкăнĕсем]]
[[Категори:Раççей хорĕсем]]
[[Категори:Раççей хорĕсем]]
[[Категори:Чăваш мусăкки]]
[[Категори:Чăваш мусăкĕ]]
[[Категори:Чăваш Енĕн мусăкĕ]]
[[Категори:Чăваш Енĕн мусăкĕ]]

06:22, 1 Утӑ уйӑхӗн 2020 вӑхӑтри верси

Чăваш патшалăхĕн академи симфони капелли
фото
Тĕп хыпар
Жанр Вокал мусăкĕ
Çулсем авăн, 1967 çул
Патшалăх
Хула Шупашкар
http://www.kapella.culture21.ru/

Чăваш патшалăхĕн академи симфони капелли (выр. Чувашская государственная академическая симфоническая капелла) — Чăваш Республикин, 1967 çулта йĕркеленĕ академи мусăк ушкăнĕ[1].

Вырнаçавĕ: 9 çурт, Президент бульварĕ, Шупашкар хули.

Телефонсем: (8352) 62-11-47, 62-04-90, 62-10-64

Кун-çулĕ

Чăваш АССР телекуравпа радиокалаçу комитечĕн хорне 1967 çулхи авăн уйăхĕнче Шупашкар хулинче йĕркеленĕ. Хăйĕн пĕрремĕш концертне коллектив çав çулах, чӳкĕн 7-мĕшĕнче кăтартнă. Хора йĕркелекенĕ тата унăн пĕрремĕш дирижерĕ Чăваш АССР халăх артисчĕ, Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ А.Г.Орлов-Шуçăм композитор пулнă. Хора чăваш нацин профессиллĕ мусăкĕпе паллаштарма туса хунă.

Аристарх Гаврилович пуçарса янă йăласене 1974 çулта Чăваш педагогика институчĕн доценчĕ, Чăваш композиторĕсен ассоциацин пайташĕ, ЧАССР ӳнер тава тивĕçлĕ ĕçченĕ П.Г.Федоров малалла тăсать. Пётр Григорьевич ĕçленĕ вăхăтра хор Мускав, Минск, Ĕпхӳ, Ижевск, Хусан, Чулхула тата СССР урăх хулисенче чăвашсен хор ӳнерне кăтартнă.

1986 çулта хора Морис Яклашкин ертӳç йышăнать. 1988 çулта «Советская музыка» журнал çапла асăннă:

«Вы располагаете в настоящее время едва ли не лучшим коллективом такого рода в Поволжье и, может быть, в РСФСР, возглавляемым истинным подвижником М.Н.Яклашкиным».

Капелла репертуарĕ

Капелла репертуарĕнче Федор Павлов, Степан Максимов, Анисим Асламас, Владимир Иванишин, Григорий Хирбю, Филипп Лукин, Федор Васильев, Тимофей Фандеев чăваш композиторĕсен классика ĕçĕсем[2].

Асăрхавсем

Каçăсем