Çĕнĕ Çĕпĕр: различия между версиями

Перейти к навигации Перейти к поиску
2 байта добавлено ,  11 месяцев назад
 
Хулана анлă ӳсме виçĕ сăлтав пулăшнă. Пĕрремĕшĕ, паллах, [[Транçĕпĕр магистралĕ|Трансçĕпĕр магистралне]] тума пуçлани. Кĕпере [[Обь (юханшыв)|Обь]] урлă ку вырăнта хывни хула вырăнне палăртнă. Малтан магистраль [[Томск]] урлă иртсе каймалла пулнă. Анчах кунти скала евĕрлĕ çĕр килĕшнĕ пирки [[Гарин-Михайловский Николай Георгиевич|Н. Г. Гарин-Михайловский]] ертсе пыракан инженерсен ушкăнĕ кĕпере çак вырăнта хывма шутланă.
 
Иккĕмĕш сăлтавĕ — Çĕпĕр тĕпĕ пулса тăни. [[1921]] çулта [[Омск]]ран Çĕпревкома тата ытти учрежденисене куçарнă. Çĕн Николаевск кĕперне тĕпĕ пулса тăнă. [[1925]] çулхи [[çу, 25|çу уйăхĕн 25-мĕшĕнч]]е [[Алтай кĕпернийĕ|Алтай]], [[Енисей кĕпернийĕ|Енисей]], [[Иркутск кĕпернийĕ|Иркутск]], [[ÇĕнÇĕнĕ Николаевск кĕпернийĕ|Çĕнĕ Николаевск]], [[Омск кĕпернийĕ|Омск]] тата [[Томск кĕпернийĕ|Томск]] кĕпернисенчен Çĕпĕр Енне йĕркеленĕ, Çĕнĕ Николаевск тĕп хули вырăнне йышăннă. Ăна ертсе пыма йывăр пулнăран [[1930]] çулта ăна икĕ Ен çине пайланă: [[Хĕвелтухăç Çĕпĕр Енĕ]] (тĕп хулине [[Иркутск]]ра йĕркеленĕ) тата [[Хĕвеланăç Çĕпĕр Енĕ]] (тĕп хули Çĕнĕ Çĕпĕр пулнă) çине. [[1930]]-[[1940]] çулсем хушшинче унăн шайĕ пĕчĕкленсе пынă, [[1944]] çулта вара хальхи чиккисем йĕркеленсе çитнĕ. [[1920]]-[[1940]] çулсем хушшинче хулара пурăнакан халăх йышĕ тăватă хут ӳснĕ.
 
Виççĕмĕш сăлтавĕ — [[Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи]] вăхăтĕнче ку хулана нумай предприятине куçарни пулса тухать. Хулана 50 ытла пысăк предприяти куçарнă.
499

правок

Навигаци