Босфор: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Replacing Istambul_and_Bosporus_big.jpg with File:Istanbul_and_Bosporus_big.jpg (by CommonsDelinker because: File renamed: Criterion 3 (obvious error) · Clear typo in name.).
Тэг: Ссылки на неоднозначности
 
13-мĕш йĕрке: 13-мĕш йĕрке:


Çавăн пекех «Marmaray» чукун çул тоннелне ăсталаççĕ — ăна [[2012]] çул тĕлне туса пĕтерме палăртнă.
Çавăн пекех «Marmaray» чукун çул тоннелне ăсталаççĕ — ăна [[2012]] çул тĕлне туса пĕтерме палăртнă.

{{Тĕнче океанĕнчи геостратегиллĕ вырăнсем}}


[[Категори:Европа проливĕсем]]
[[Категори:Европа проливĕсем]]

08:00, 31 Раштав уйӑхӗн 2021 чухнехи хальхи верси

Спутникран тунă Босфор сăнĕ

Босфор (туркк. İstanbul Boğazı «Стамбул проливĕ», грек Βόσπορος «Ӗне каççи»), Фраки Боспорĕ — Европăпа Пĕчĕк Ази хушшинче вырнаçнă пролив, Мраморпа Хура тинĕсе çыхăнтарать. Дарданеллăпа пĕрле — Хура тинĕсе Вăтаçĕр тинĕсĕпе пĕрлештерет. Пролив хĕрринче вырнаçнă Стамбул (ĕлĕкрех Константинополь)ăн икĕ çыранне те йышăнать. Пролив тăршшĕ 30 çухрăм, чи сарлака вырăн — 3 700 метр, чи ансăр вырăн — 700 метр. Форватер тарăнăшĕ — 36-124 метр.

Ячĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халапа ĕненес пулсан пролива Аргосри патша хĕрĕн ятне панă. Зевс Ио ятлă хĕре юратнă пулнă. Арăмне, Герăна, çиллентерес мар шухăшпа Зевс хĕртен ĕне туса хурать. Ио, çăлăнăç шыраса, шыва сикет. Çапла май пролива «ĕне каççи» теме пуçланă.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пролив 7500-5000 пин çул каялла йĕркеленнĕ. Ăсчахсем шутланă тăрăх юлашки пăр тапхăрĕн вĕçнелле Вăтаçĕрпе Хура тинĕсри шыв калăпăшĕ самай нумайланса кайнă пулнă. Çав шыв вара çул шыраса пĕр-ик хушшинчех çак пролива туса хунă пулать.

Çул-йĕр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пролив çыранĕсене икĕ кĕпер çыхăнтарать: Босфор кĕперĕ (1973 çулта тунă) тата Мехмет Фатих Султанăн кĕперĕ (1988 çулта тунă). Виççĕмĕш кĕпер тăвас шухăш пур, анчах та ăна ăçтарах вырнаçтарасси хальлĕхе паллă мар — Турци правительстви кĕпер тума шутланă вырăнти çĕр хакланса кайма пултарассинчен шикленсе пулас кĕпер вырăнне пĕлтересшĕн мар.

Çавăн пекех «Marmaray» чукун çул тоннелне ăсталаççĕ — ăна 2012 çул тĕлне туса пĕтерме палăртнă.