Алакĕр Ваçлейĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
(уйрӑмлӑхсем ҫук)

21:17, 23 Чӳк уйӑхӗн 2005 вӑхӑтри верси

Алагер Василий Осипович (чăн хушамачĕ Осипов), — прозаик, драматург, тăлмач, литература критикĕ. 1906 çулхи кăрлачăн 5 Шупашкар уесĕн (хале Чăваш Енĕн Шупашкар районĕ) Тосинкасси ялĕнче çуралнă. 1988 çулхи кăрлачăн 17 Шупашкарта вилнĕ.

1949 çултанпа СССРăн ÇП членĕ шутланать. 1981 çулта Чăваш АССРăн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне тивĕçлĕ пулнă.

Пурнăçĕ

Ялти чиркӳ прихочĕн шкулĕнче, Çĕрпӳри икĕ класлă шкулта вĕреннĕ. «Сунтал» тата «Ялав» журналĕсенче ĕçленĕ. «Тăван Атăл» журналăн редакторĕ пулнă. Тăван Çĕршывăн Аслă Варçине хутшăннă. Тăваш Çĕршыв Вăрçин 2 степеньлĕ ордена делальсене тивĕçлĕ пулнă.

Ĕçĕсем

Унăн пичĕтленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Пулас çĕнĕ ял» (1930);
  • «Паттăр Çапук» (1931);
  • Кахал (1934);
  • Икĕ юлташ (1948);
  • «Çул юппинче» (1961);
  • «Тăван литература пирки» (1963);
  • тата ыттисем.

Çавăн пекех чăваш чĕлхи çине çак авторсен произведениĕсене куçарнă: М. Горький, А. Чехов, М. Шолохов, К. Тренев, А. Серафимович, Н. Гоголь тата ыттисенне.