Симунов Николай Васильевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
Çĕнни: '''Симунов Николай Васильевич''', — чăваш çыравçи. 1937 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Тутарстанри [[Хирти ...
(уйрӑмлӑхсем ҫук)

20:11, 2 Юпа уйӑхӗн 2007 вӑхӑтри верси

Симунов Николай Васильевич, — чăваш çыравçи. 1937 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Тутарстанри Хирти Кушкăра çуралнă. 1997 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче унăн чунĕ ĕмĕрлĕхех Тăхăрьялта канлĕх тупнă.

Кун-çулĕ

Çыравçăн ашшĕ Василий Васильевич (1907-1941) вăрçăра хыпарсăр çухалать. Симун Любунĕ пилĕк ачана выçлăхпа тертлĕ пурнăçа пăхмасăр ура çине тăратма хал çитерет. Çамрăк Коля асаплă пулсан та пĕлӳ илме тăрăшнă. Элшелĕнче вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Пăвари ветеринари техникумне вĕренме кĕнĕ. Ăна вĕçленĕ çулах Хусанти ветинститут студенчĕ пулса тăнă. 1961-1964 çулсенче Молдавире ĕçленĕ. Пурнăçăн аслă çулне шыраса каялла яла таврăнса шкулта ĕçлеме тытăннă. Çав вăхăтрах куçăмсăр майпа Чĕмпĕрти пединститутра вĕреннĕ. 1970 çулта ăна Хирти Кушкăри шкул директорне лартаççĕ.1978 çулта Хирти Кушкă, Кĕçĕн Пӳркел, Çĕнĕ Мертлĕ ачисем çĕнĕ çурта вĕренме куçаççĕ. Анчах Николай Васильевичăн ачаранах амаланнă хайлавçă пулас ĕмĕчĕ пулнă. Вăл çырнисене Пăвари «Ялав» хаçатра пичетлеме тытăннă. Унăн «Анне» ятлă пĕрремĕш повеçĕ те çакăнтах кун çути курнă. Райхаçат çыравçăшăн хĕсĕк пулма пуçланă, унăн ĕçĕсем пысăк хĕнпе пичетленнĕ. Çавна курах вăл Шупашкара куçса каять, çыравçă ĕçне пикенет. Çĕнĕ Шупашкарти «Ильинский» кану çурчĕн директор çумĕнче, РСФСР Литфончĕн Чăваш уйрăмĕн директорĕнче вăй хунă. Паллă ентешĕмĕрĕн умлă-хыçлă «Тымар» (1986), «Малтанхи çăлтăрсем» (1988), «Çил мĕн тĕслĕ» (1991), «Юнлă каç», «Ыйткалакансем» (1993) повеçсем, «Ан йĕр эсĕ, Лена» виçĕ пайлă роман (1997) вулакан патне çитеççĕ.

Çыравçă пур хайлавне те чунĕ витĕр кăларса çырнă. Сакăр вуннăмĕш çулсенчех палăрнă чĕре чирĕ Николай Васильевича сывлăхне упраса пурăнмаллине систернĕ. Хăйĕн шăпине пĕлсе тăрса, вилсен тăван çĕршывĕнче пытарма хушнă.