Ҫӗнӗ Ратуша (Ганновер)
Ҫӗнӗ Ратуша | |
---|---|
ним. Neues Rathaus Hannover | |
Никӗсленӳ/йӗркеленӳ вӑхӑчӗ | 1913 |
Патшалӑх | |
Административлӑ-территориллӗ пай | Митте[d][1] |
Статистика облаҫӗ | Mitte[d] |
Вырнаҫнӑ урам | Platz der Menschenrechte[d] |
Архитеркторӗ | Германн Эггерт[d][2] и Густав Гальмгубер[d][2] |
Архитектура стилӗ | эклектика[d] |
Официаллӑ уҫнӑ | 1913 çулхи çĕртме, 20-мĕшĕ[3] |
Эткерлӗх тӑрӑмӗ | Ошибка Lua в Модуль:Sources на строке 1395: attempt to concatenate local 'prefix' (a nil value). |
Адрес | Trammplatz 2, 30159 Hannover |
Курма пулать | Ганновер и Maschsee[d] |
Медиафайлы на Викиампар |
Ганноверти ҫӗнӗ ратуша (ним. Neues Rathaus Hannover) — Ганновер варрин кӑнтӑр пайӗнче вырнаҫнӑ администраци ҫурчӗ, вӑл Анатри Саксони ҫӗрӗн тӗп хулин мэрийӗн тата хула канашӗн резиденцийӗ[4] шутланать. Замок евӗрлӗ эклектикӑллӑ ҫурта Герман Эггерт архитектор планӗсем тӑрӑх Вильгельм тапхӑрӗнче вунӑ гектар лаптӑкра туса лартнӑ — ӑна 1901 ҫултан пуҫласа 1913 ҫулччен ҫӗкленӗ.
Историйӗ тата сӑнласа пани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хула ратуши валли малтан кивӗ ратушӑпа усӑ курнӑ, ӑна 1230 ҫулта тума пуҫланӑ. 1863 ҫулта хула администрацийӗ кивӗ ратушӑна пӑрахса кайса кӳршӗри Вангенхайм кермене вырнаҫнӑ.
Индустриализацие пула хула хӑвӑрт аталанма пуҫланӑ, XIX ӗмӗр вӗҫӗнче пысӑкрах калӑпӑшлӑ ҫӗнӗ ратушӑра кирли сиксе тухнӑ. Ҫӗнӗ стройкӑна пуҫараканӗ хула директорӗ Генрих Трамм пулнӑ. Ҫурта тумашкӑн чи малтан кивӗ хуларан ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ Гозериеде вырӑна суйласа илнӗ. Юлашкинчен вара хулан кӑнтӑр айккинче выртакан вырӑна суйланӑ — хула кӑнтӑралла сарӑлмалла пулнӑ («Südstadt»), вӑл Ратхауспаркпа (Maschpark), хулан ҫӗнӗ районӗн центрӗпе, ҫыхӑнмалла пулнӑ[4].
Ратуша 97,73 метр ҫӳллӗш, унӑн тӑршшӗ 129 метра яхӑн, сарлакӑшӗ — 67 метра яхӑн. Ратушӑна Герман Эггерт архитектор проекчӗпе 6026 бук свайне ҫапла кӗртсе ҫӗкленӗ. Ратушӑн тӗп зал тӑршшӗ — 30 метр, сарлакӑшӗ — 21 метр, ҫӳллӗшӗ — 30 метр ытла[5]. Ҫурта хӑпартма усӑ курнӑ материала, хытӑ хӑйӑр чулне, Мелер карьерӗнчен кӳрсе килнӗ.
Ҫурта тумалли ӗҫ Макс Кюстер предпринимателе лекнӗ, 1897 ҫултанпа вӑл хула ҫыннисен элчисен коллегине кӗнӗ[6]. Ҫурта ҫӗкленӗ май ратуша интерьерӗн дизайнӗ пирки тавлашса кайнине пула Эггерт архитектор вырӑнне урӑххине лартнӑ. Шалти ӗҫсене ун чухне ытларах Густав Хальмхубер пурнӑҫланӑ, унта вӑл модерн элеменчӗсене кӗртнӗ[5].
Ҫурта тума хутшӑннӑ нумай художник хушшинче Эльзбет Роммель кӳлепеҫӗ пӗртен-пӗр хӗрарӑм пулнӑ, вӑл тӳлевлӗ ӗҫсем калӑпланӑ[7].
Хула директорӗ Генрих Трамм Германи империйӗ вӑхӑтӗнче ҫӗкленекен ратушӑна Фердинанд Ходлер Швейцари художникне капӑрлатма хушнӑ. Унӑн 1913 ҫулхи «Пӗр шухӑшлӑх» («Einmütigkeit») монументлӑ картини паянхи кун тӗлне «Ходлер-залра» упранса юлнӑ, унпа чи малтан комитетсен (магистратпа директор) ларӑвӗсем валли пӗрлехи пӳлӗм пек усӑ курнӑ[8].
Ходлерӑн чӑн демократине кӑтартакан 1913 ҫулхи картинипе танлаштарсан, Трамплатц енчи Ҫӗнӗ ратуша фасачӗ ҫинчи историллӗ фриз хула автономине автократилле ӑнлантарнине палӑртать: ун ҫинче 1533 ҫулхи граждансем мар, вӗсен вырӑнне «Реформаци ҫумне ытларах укҫа-тенкӗ тӗлӗшпе тупӑш илме 1525-мӗш ҫултах хутшӑннӑ Эрнст фон Люнебург герцог, Ганновер хулин Граждан Реформацийӗпе [вӑл] ним енчен те ҫыхӑнманскер […]» сӑнланнӑ.[9]. Рельеф ҫинче ӑна Петер Шумахер кӳлепеҫӗрен сылтӑмра вырнаҫтарнӑ[10].
Унччен Симӗс зал е алӑстисен залӗ пулнӑ мозайкӑллӑ залра алӑстисен триумфлӑ уттине кӑтартакан мозайкӑллӑ ӳкерчӗк пур — модерн стилӗпе хура мраморпа витнӗ триптих, ун айӗнче ҫапла ҫырни пур: Handwerk hat goldenen Boden (пӗлтерӗшӗ: Ал ӑсталӑхне пӗлекен нихӑҫан та ҫухалса каймӗ), аялта сулахай енче — Юлиус Диес проекчӗпе хатӗрленӗ Рауэкер ӑсталӑх лаҫҫин палли[11].
Кроватьсем валли пружинӑсем туса кӑларакан Август Вернер тата Зигмунд Зелигманн канашҫӑ Ганновера икӗ император кӳлепине парнеленӗ: I Вильгельм кайзерӑн тата II Вильгельмӑн 3 метр ытла ҫӳллӗш пӑхӑр кӳлепесене Берлинти Адольф Брютт кӳлепеҫӗ тата профессор ӑсталанӑ. Вӗсене тӗп залти пысӑк пусма айккисенче вырнаҫтарнӑ пулнӑ[12][13], каярах, Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче, вӗсене хӗҫпӑшал туса кӑларма янӑ[14].
Ҫӗнӗ ратушӑна 1913 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗнче уҫнӑ, унта II Вильгельм та хутшӑннӑ. Ҫурта хӑпартма пурӗ вунӑ миллион марка тӑкакланӑ.
Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Ганновер пӗрре мар тӑшман авиацийӗ бамбӑланине тӳснӗ, Ҫӗнӗ ратуша ҫурчӗ вӑйлӑ сиенленнӗ.
1946 ҫулта ратушӑра Анатри Саксони ҫӗрне йӗркелени пирки пӗлтернӗ.
Ратушӑн пӗрремӗш хутӗнче хулан тӗп пайӗн аталанӑвне кӑтартакан Ганноверӑн тӑватӑ моделӗ пур. Вӗсем ҫинче барокко тапхӑрӗнчи (1689 ҫ.), Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫичченхи (1939 ҫ.), вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи (1945 ҫ.) тата хальхи вӑхӑтри хула тавралӑхне кӑтартнӑ[5].
1988 ҫулта хулана никӗсленнӗренпе 750 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленнӗ май (1991) тата хула ҫыннисене хастар хутшӑнтарма май паракан канашлу пек ун чухнехи Герберт Шмальштиг обербургомистрпа Хинрих Леманн-Грубе хулан аслӑ директорӗ Ҫӗнӗ ратушӑра Ганновер тусӗсен Ассоциацине йӗркеленӗ[15][16].
Купол тата лифт
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тавралӑха сӑнамалли площадкӑпа пӗрле ратушӑн ҫӳллӗшӗ 100 метра яхӑн (97,73 м)[5]. Куполти лифт Европӑра уникаллӑ шутланать, вӑл пӗкӗ евӗрлӗ (парабола евӗр, купол хыҫҫӑн пырать) ҫулпа ҫӳрет. Час-часах ӑна йӑнӑшпа тайлӑк лифт тесе калаҫҫӗ, Эйфель башнинчи лифтпа (унти диагональпе кӑна, тайӑлнине улӑштармасӑр хӑпарать) танлаштараҫҫӗ.
Лифт 1913 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Вагон пӑспа усӑ курса авнӑ икӗ юман рельс тӑрӑх ҫӳренӗ. Ҫанталӑка пула лифтпа хӗллехи вӑхӑтра усӑ курма юраман. Лифтран тухнӑ вырӑнтан таврана сӑнамалли площадкӑна винт пусми ирсе ҫитерет. 2005 ҫулта ратуша башнине 90 000 ытла ҫын килсе курнӑ. 2007/2008 ҫ. хӗлле ҫӗнӗ лифт вырнаҫтарнӑ; 2007 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗнче кивӗ лифтпа юлашки хут Штефан Вайль обербургомистр тата 1200 яхӑн ҫын усӑ курнӑ. 2008 ҫулхи ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫӗнӗ купол лифта хута янӑ.
Юсав ирттернӗ хыҫҫӑн хула администрацийӗпе массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ӑна аркӑллӑ лифт теме пуҫланӑ. 17 ° таран ҫитекен тайлӑкпа вӑл 50 метр ҫӳллӗшри купол галерейи патне хӑпарать, янкӑр ҫанталӑкра унта Гарца сӑнама май пур. Лифт горизонтальпе 8 метр ытла куҫать.
Ганновер хулин моделӗсене вырнаҫтарнӑ тӗп купол тӳпе путвал ҫийӗн вырнаҫнӑ. Ҫак купол ҫинче люстра ҫакнӑ мачча. Мачча плити ҫийӗнче тата тепӗр купол тата 21 м × 21 м × 30 м шалти виҫеллӗ пур енчен те уҫӑ икӗ ҫавракӑш пур. Иккӗмӗш куполта кӑнтӑралла кӑтартакан сехете вырнаҫтарнӑ. Сехет ҫурт тӑрри конструкцийӗн ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ, ӑна Траммплатцран курма пулать. Ҫак купол ҫийӗнче таврана сӑнамалли площадкисем ҫине илсе тухакан винтлӑ пусма пур, ун патне вара лифтпа хӑпарма пулать.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ӑнлантарусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1 тата 2 archINFORM (нем.) — 1994.
- ^ 1 тата 2 https://www.hannover.de/content/download/416900/8701427/file/Das+Neue+Rathaus.pdf
- ^ https://www.visit-hannover.com/en/view/content/368720/full/0/1037779
- ^ 1 тата 2 Helmut Knocke: Neues Rathaus. In: Stadtlexikon Hannover. S. 466f.
- ^ 1, 2, 3 тата 4 Infoflyer — Das Neue Rathaus in Hannover. 2015 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ. In: hannover.de, abgerufen am 7. Dezember 2015 (PDF; 2,7 MB).
- ^ Waldemar R. Röhrbein: Küster, (2) Max. 2021 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ. In: Hannoversches Biographisches Lexikon, S. 216f.; über Google-Bücher
- ^ Karin Ehrich: Hannovers Frauen und das Neue Rathaus, in Cornelia Regin (Hrsg.): Pracht und Macht. Festschrift zum 100. Jahrestag der Einweihung des Neuen Rathauses in Hannover (= Hannoversche Studien Band 14). Hahn, Hannover 2013, ISBN 978-3-7752-4964-5, S. 381—408; hier: S. 402f. und Anmerkungen laut Werner Heine vom Stadtarchiv Hannover, Meldekarte Oswald Rommel.
- ^ Gerhard Schneider: Ferdinand Hodler und sein Gemälde für das Neue Rathaus in Hannover (siehe Literatur)
- ^ Carl-Hans Hauptmeyer: Autoritär versus autonom? (siehe Literatur)
- ^ Helmut Knocke, Hugo Thielen: Trammplatz 2 (siehe Literatur)
- ^ Helmut Knocke, Hugo Thielen: Trammplatz 2. In: Hannover Kunst- und Kultur-Lexikon, S. 206ff.
- ^ Petra Spona: «Die Ausstattung eines Rathauses ist ein Gebiet, auf dem sich der Gemeinsinn der Bürgerschaft betätigen kann». In: Cornelia Regin (Hrsg.): Pracht und Macht. Festschrift zum 100. Jahrestag der Einweihung des Neuen Rathauses in Hannover. Hahnsche Buchhandlung, Hannover 2013, S. 227—248, hier: S. 229f., 238f.
- ^ Anmerkung: Davon abweichend wird im Artikel zu August Werner im Hannoverschen Biographischen Lexikon sowie im Stadtlexikon Hannover (siehe Literatur) der Bettfedernfabrikant als alleiniger Schenker genannt.
- ^ Waldemar R. Röhrbein: Werner, (1) August. In: Stadtlexikon Hannover. S. 672.
- ^ Freundeskreis Hannover / Zum Start lässt der Verein es knallen. In: Hannoversche Allgemeine Zeitung. 1. Dezember 2008, S. 6f.
- ^ Klaus Mlynek: Freundeskreis Hannover e.V. In: Stadtlexikon Hannover. S. 191.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Die Königliche Haupt- und Residenzstadt Hannover (Hrsg.): Festschrift zur Einweihung des Rathauses im Jahre 1913. Gebrüder Jänecke Hofbuchdruckerei, Hannover 1913.
- Gustav Halmhuber: Der Innenausbau und die Platzanlagen des Rathauses zu Hannover. Lima-Verlag, Charlottenburg (Berlin), [1914].
- Charlotte Kranz-Michaelis: Das Rathaus im Kaiserreich // Rathäuser im deutschen Kaiserreich. 1871—1918. Bd. 23, Prestel, München 1982, ISBN 3-7913-0384-8, S. 395—414.
- Gerd Weiß, Marianne Zehnpfennig: Rathaus // Hans-Herbert Möller (Hrsg.): Denkmaltopographie Bundesrepublik Deutschland / Baudenkmale in Niedersachsen / Stadt Hannover. Teil 1, (Bd.) 10.1. Friedr. Vieweg & Sohn Verlagsgesellschaft, Braunschweig/ Wiesbaden 1983, ISBN 3-528-06203-7, S. 100.
- Adelheid von Saldern: Ein Amt mit «üblem Beigeschmack»? Das Wohnungsamt am Trammplatz // Adelheid von Saldern et al.: Alltag zwischen Hindenburg und Haarmann. Ein anderer Stadtführer durch das Hannover der 20er Jahre, Hrsg.: Geschichtswerkstatt Hannover, Hamburg: VSA-Verlag, 1987, ISBN 3-87975-397-0, S. 69-76
- Wolfgang Steinweg: Das Rathaus in Hannover. Von der Kaiserzeit bis in die Gegenwart. Schlüter, Hannover 1988, ISBN 3-87706-287-3.
- Michael Krische: Das Neue Rathaus Hannover, Entstehung — Architektur — Bedeutung. Herausgegeben von der Landeshauptstadt Hannover. zu Klampen Verlag, Springe 2006, ISBN 3-934920-99-3.
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Neues Rathaus: Das Neue Rathaus ist nicht nur Wahrzeichen, sondern auch eines der begehrtesten Fotomotive der Stadt (ним.). Hannover Marketing und Tourismus GmbH. Тĕрĕсленĕ 17 Нарӑс уйӑхӗн 2019.
Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Новая ратуша (Ганновер) статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |
- Страницы с ошибками скриптов
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем
- Википеди:ВикиДатăри çăлкуçлă статьясем
- Википедия:Статьи со ссылками на элементы Викиданных без чувашской подписи
- Универсаллӑ карточкӑпа усӑ курнӑ статьясем
- Википедия:Карточки без параметров
- Ганноверти паллӑ вырӑнсем
- Ганновер ҫурт-йӗрӗсем
- Анатри Саксонин ратушисем
- 1901 ҫулта хывнӑ ҫурт-йӗрсем
- 1913 ҫулта Германире тунӑ ҫурт-йӗрсем
- Страницы, использующие расширение Kartographer