Контент патне куҫ

Ҫӗнӗ Ӑвӑс

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ҫӗнӗ Ӑвӑс
Тӗп пӗлӗмсем
Статус: Сала
Патшалӑх: Раҫҫей Федерацийӗ Раҫҫей Федерацийӗ
Федераци субъекчӗ: Сарӑту облаҫӗ Сарӑту облаҫӗ
Муниципаллӑ район: Петровск районӗ
Муниципаллӑ йӗркеленӳ: Берёзовка муниципаллӑ йӗркеленӗвӗ
Никӗсленӳ вӑхӑчӗ: 1859
Халӑх йышӗ: 281[1] (2010)
Хушнӑ пӗлӗмсем
Малтанхи ятсем:
Почта индексӗ: 412510
ОКАТО кочӗ: 63 235 838 001
Сехет тӑрӑхӗ: Самар вӑхӑчӗ

Ҫӗнӗ Ӑвӑс[2] (выр. Новая Усть-Уза, тут. Яңа Оз[3]) — Сарӑту облаҫӗн (РФ) Петровск районӗнчи Берёзовка муниципаллӑ йӗркеленӗвӗнче вырнаҫнӑ тутар сали.

Петровск хулинчен тӳрӗ ҫулпа 21 километр кӑнтӑр-анӑҫалла вырнаҫнӑ.

Ҫӗнӗ Ӑвӑспа юнашар ялсем: Якобьевка, Жерновка, Ивановка, Студёный, Берёзовка, 1-мӗш Садовка, Кожевино.

Сала Ӑвӑс юханшывӗпе Ӑвӑс салинчен чӑвашла ятлӑ. Ҫавӑн пек вырӑсла та (Новая Усть-Уза), тутарла та (Яңа Оз)[2].

Салан никӗсленӗвӗн официаллӑ ҫул: 1789[4]. Салана Пенза облаҫӗнчи Ӑвӑс ялӗнчен тутарсем никӗсленӗ. Ҫӗнӗ Ӑвӑсӑн пӗрремӗш никӗслекен ҫынӑн ячӗ сыхланнӑ — Манюш бабай[5]. 1859 ҫулта салара 120 кил хуҫалӑхӗ пулнӑ тата 903 ҫын пурӑннӑ, 1897 ҫулта 1443 ҫын пулнӑ. 1914 ҫулта 2364 ҫын пурӑннӑ[6]. 1824 ҫулта салара мичӗт тунӑ. 1878 ҫулта иккӗмӗш мичӗт тунӑ. Мичӗтре ӗҫлекен мулласем паллӑ имам йӑхӗнчен Яраевсем пулнӑ[5]. 1928 ҫулччен сала Петровск уесӗн Ново-Захаркино вуласӗ йышне кӗнӗ, унтан Жерновка вуласне кӗртнӗ (Жерновка районӗ). Пӗр ҫултан салара "Нурвахитов ячӗллӗ" совхоз йӗркеленӗ. 1974 ҫулта ҫӗнӗ шкул, 10 ҫултан ача-пӑча сачӗ тунӑ. 1987 ҫултан пуҫласа Ҫӗнӗ Ӑвӑс шкулӗнче тутар чӗлхине вӗрентме пуҫланӑ. Салара тӗвесем пур[5].

Халӑх йышӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Халăх йышĕ
2002[7]2010[1]
330281

2002 ҫулта халӑх йышӗн 91% — тутарсем.

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. 1 2 Всероссийская перепись населения 2010 года. Численность и размещение населения Саратовской области. çăлкуçран архивланă 6 Утӑ уйӑхӗн 2014. Тĕрĕсленĕ 6 Утӑ уйӑхӗн 2014.
  2. 1 2 Пенза облаҫӗнчи Ӑвӑс (Усть-Уза) тутар сали тутарла "Оз" ятлӑ. Ку ҫӑлкуҫ тӑрӑх Уза юханшывӗ чӑвашла Ӑвӑс ятлӑ. Ҫавна пула, Пенза облаҫӗнчи вырнаҫнӑ тутар сали "Ӑвӑс" ятлӑ пулмалла, унӑн ятӗнчен йӗркеленӗ Сарӑту облаҫӗнчи вырнаҫнӑ сала "Ҫӗнӗ Ӑвӑс" (выр. Новая Усть-Уза, тут. Яңа Оз) ятлӑ пулмалла.
  3. Tatarinform.
  4. Об утверждении реестра административно-территориального деления Саратовской области (с изменениями на 12 апреля 2019 года), Постановление Правительства Саратовской области от 29 октября 2015 года №545-П. docs.cntd.ru. Тĕрĕсленĕ 13 Чӳк уйӑхӗн 2020.
  5. 1 2 3 Яндекс дзен. Новая Усть-Уза
  6. Топонимический словарь Петровска.
  7. Коряков Ю. Б. Этно-языковой состав населённых пунктов России. — 2016.2020 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.