300-мĕш çулсем
Курӑнакан калӑплав
IV ĕмĕр: 300 — 309 çулсем |
280 290 — 300-мĕш çулсем — 310 320 |
300 301 302 303 304 305 306 307 308 309 |
Пулнисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Китайри Сакăр кнеç вăрçинче[1][2] (291—306) Сыма Юэ çĕнтернĕ. Вăрçăпа хавшакланнă Çурçĕр Китая «Пилĕк варвар йăхĕ» (Wu Hu) тапăнса кĕнĕ, «Вунултă варвар патшалăхĕ» ятлă конгломерат (304—439) йĕркеленнĕ.
- Инфляцине хирĕç Диоклетианăн хаксен эдиктне (301) йышăннă. Рим императорĕн турăлăхĕпе килĕшмен христиансене питĕ хаяррăн хĕсĕрлеме тытăннă (303; Diocletianic Persecution).
- 301 çул — Эрменире христианлăха йышăннă.
- Рим август-тытăмçисем: Диоклетиан тата Максимиан влаçран, çирĕплетнĕ йĕркелĕхпе, хăтарăннă (305). Влаçшăн кĕрешме тытăннă (306—324; Civil Wars of the Tetrarchy).
- Кăнтăр Японие Ямато патшалăха пуçтарнă (250 (300) — 710).
Культура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Японири Кургансен тапхăрĕ (250 (300) — 538).
Патшалăх ĕçченĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Диоклетиан — аслă август, Рим империн тухăç пайĕн тытăмçи (284—305).
- Максимиан — Диоклетиан лартнă анăçри август (285—305).
- Максенций — Рим империн вăта пайĕнче влаçа узурпациленĕскер (306—312), Галерипе тата унăн тамăрĕсемпе вăрçнă.
- Констанций Хлор — Рим империн анăçĕнчи август (305—306), влаçран хăтарăннă императорсем хыççăнни.
- Константин I — Констанций Хлор ашшĕ сĕмĕпе тата легионсем кăмăлланипе анăçра цезарь пулнă (306), кайран тулли тивĕç-ирĕклĕ август (312).
- Галерий — тухăçри август (305—311), Диоклетиан хыççăнхи.
- Север II — цезарь, кайран Галерий лартнă анăçри август (305—307).
- Максимин Даза — Галерий тăванĕн ывăлĕ, цезарь, кайран Рим империн Ази пайĕнчи хăйне август тенĕскер (305—313).
- Лициний — тухăçри Галерий лартнă август (308—324).
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Graff David A. Medieval Chinese Warfare, 300—900. ISBN 0-415-23954-0
- ^ Гумилёв Л. Н., Хунну в Китае.