Сонни тата Шер
Сонни тата Шер | |
Sonny & Cher | |
Тĕп информаци | |
---|---|
Жанр | поп-рок |
Çулсем | 1964—1977 |
Патшалăх | АПШ |
Лейблсем |
Vault (1964) Reprise (1964-65) Atco/Atlantic (1965–1967) MCA/Kapp (1971–1974) Warner Bros. (1977) |
Йыш |
Сонни Шер |
Медиафайлы на Викиампар |
Сонни и Шер (акăл. Sonny & Cher) — Сонни Боно тата Шер мăшăрăн 1964 – 1977 çулсенче пулнă американ поп-рок-дуэчĕ. Çак çулсенче пурĕпе 80 млн яхăн çырнине сутнă[1]. Çак ушкăна «Look at Us» пĕрремĕш альбомĕнчи «I Got You Babe» юрă паллăха кăларнă.
1970-мĕш çулсенче дуэт çаплах телекурава хăйĕн кулăшла-мусăк телешоуне кăларнă (15 «Эмми» премии виççĕ сезонра). Уйрăлнă хыççăн, 1974 çулта дуэт саланнă. Сонни Боно политикăна кайнă, АПШ элчесен палатин пайташĕ пулса тăнă, Шер соло-юрăç тата киноактриса ĕçĕпе хăтланнă («Оскар» парнине хĕрарăм чи лайăх ролĕшĕн тивĕçнĕ).
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1962—1964
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шерил Саркисян и Сальваторе Боно Лос-Анджелесре, кафере[2] 1962 çулхи чӳк уйăхĕнче, паллашнă. Шерил ун чухне 16-ра пулнă[3], Сальватор — 27-ре[4]. Тепĕртакран вĕсем пĕр-пĕрне юратса пĕрлешеççĕ (1964). Боно хăйĕн автобиографинче мăшăрлă пурăнни официаллă пулман, тет. Официаллă Шерпе Боно ача çуралсан 1969 çулта çырăннă. Боно пулăшнипе Шер мусăк индустрине кĕрсе кайнă, паллă Спектор Фил продюссерпе паллашнă[5]. В 1964 году Боно и Шер формируют дуэт «Цезарь и Клео»[2][6][7], выпускают несколько синглов, но широкой популярности не имеют[8].
1965—1966
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1964 çулхи авăн уйăхĕнче Бонопа Шер дуэта «Sonny & Cher» теме тытăнаççĕ, «Baby Don’t Go» сингл кăлараççĕ. Сингл RPM (Канада) журналĕн хитпардĕнче 1-мĕш вырăна çĕнтерсе илет, U.S. Billboard Hot 100 (США) — 8-мĕш вырăна, UK Singles Chart (Аслă Британи) — 11-мĕш вырăна. Сингла «Baby Don’t Go — Sonny & Cher and Friends» альбомне кĕртеççĕ те в U.S. Billboard 200 69-мĕш вырăна тухать.
1965 çулхи çулла дуэтăн пĕрремĕш альбом — «Look at Us» — кун çути курать. Альбома питĕ кăмăллаççĕ, вăл 8 эрне хушши U.S. Billboard чартĕнче 2-мĕш картлашка çине хăпарать. Сингл «I Got You Babe» АПШ, Аслă Британи, Канада, Çĕнĕ Зеланди чартсенче пĕрремĕш вырăнсене йышăнать[9], халĕ те АПШ поп-хит-классика шайĕнче шутланать[10].
1965 çулта дуэт шăрантарнă пиллĕк юрра U.S. Billboard-а 20 кĕнĕ, вĕсенчен лайăхрах Элвис Пресли кăна тума пултарнă.
1966 çулта, халăх кăмăлланă тапхăрта, Сонни тата Шер «The Wondrous World of Sonny & Chér» альбом çыраççĕ те тĕнче тăрăх «The Wondrous World Tour» турнене каяççĕ [11]. Тепĕр темиçе популярлă сингл, çав шутра «Bang Bang (My Baby Shot Me Down)», тухать.
1967—1970
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1971—1977
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Лас-Вегасра Сонни тата Шер шоуна телепродюсерсем асăрхаççĕ те 1971 çулта телеэкран çине «The Nitty Gritty Hour» кулăшла-мусăк шоу-варьете кăларăм тухать[12],. Сонни тата Шер темиçе телешоура курăнаççĕ те хăйсен The Sonny and Cher Comedy Hour программинче ĕçлеме тытăнаççĕ [13]. Шоу куравçăсене питĕ килĕшет, критиксем те ăшшăн йышăнаççĕ[14]. Виççĕ çул хушшинче ярăмсене 15 «Эмми» парнепе чыслаççĕ, Шере «Ылтăн глобуспа» (1974) тивĕçтереççĕ. Соннипе Шер тепĕр ăстрăм мусăк карьерине тапратса яраççĕ, вĕсен «All I Ever Need Is You» альбом тухать, темиçе синглĕ чартсен пĕрремĕш вырăнсене хăпарать[15].
1974 çулĕ тĕлне Соннипе Шер уйрăлаççĕ, çаплах ăнăçлă шоу та пăчланать[16]. Иккĕшĕ те хăйсен телепроекчĕсене пуçлаççĕ: Сонни кивĕ шоуна хутшăннă пĕтĕм командăпа пĕрле The Sonny Comedy Revue проектпа хăтланать, Шер хăйĕн Cher шоуне тапратать. The Sonny Comedy Revue эфирта улттă эрне кăна тытăнса тăрать[17][18], Шерĕн проекчĕ вара иккĕ сезона тăсăлать, темиçе хутчен «Эмми» парнене тивĕçет[19], унта питĕ паллă телехĕр Бетт Мидлер хутшăнать, пĕрремĕш мусăк хăнисем шутĕнче — Элтон Джон.
1976 çулта Сонни тата Шер The Sonny & Cher Show тепĕр хут пуçлаççĕ, анчах та икĕ сезон иртсен малтанхи пекех ăнăçлă пулаймасть.
Дискографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Baby Don't Go - Sonny & Cher and Friends (1965)
- Look at Us (1965)
- The Wondrous World (of Sonny & Chér) (1966)
- In Case You're in Love (1967)
- All I Ever Need Is You (1971)
- Mama Was a Rock and Roll Singer, Papa Used to Write All Her Songs (1973)
Саккăр çул хушши хастарлă ĕçлесе Соннипе Шер 20 синглпа темиçе пухмача çырса кăларнă, çапах та вĕсен чи çӳллĕ ăнăçăвĕ — АПШ тата Аслă Британи чартĕсенче «I Got You Babe» (1965) синглĕпе 1-мĕш вырăна тухни.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Sales information(акăлч.)
- ^ 1 тата 2 Early Bio. home.att.net. Тĕрĕсленĕ 19 Ака уйӑхӗн 2009.
- ^ Taraborrelli, p. 14-15
- ^ Taraborrelli, p. 30
- ^ Cher Biography. Yahoo! Movies. Тĕрĕсленĕ 19 Ака уйӑхӗн 2009.
- ^ CHER: Back To The Dance Floor!. About.com. Тĕрĕсленĕ 20 Ака уйӑхӗн 2009.
- ^ Lamb, Ward Sonny & Cher. Rhino Handmade (1999-10-13). Тĕрĕсленĕ 28 Кӑрлач уйӑхӗн 2007.
- ^ Sonny and Cher. classicbands.com. Тĕрĕсленĕ 19 Ака уйӑхӗн 2009.
- ^ The Billboard Hot 100: "I Got You Babe". Billboard.com. çăлкуçран архивланă 9 Нарӑс уйӑхӗн 2014. Тĕрĕсленĕ 23 Ака уйӑхӗн 2009.
- ^ Billboard Magazine
- ^ Sonny and Cher History. onlinetickets.com. Тĕрĕсленĕ 23 Ака уйӑхӗн 2009.
- ^ Queen of Gay Glamour. mondostars.com. Тĕрĕсленĕ 16 Пуш уйӑхӗн 2009.
- ^ Sonny and Cher shows. TVParty.com. Тĕрĕсленĕ 28 Кӑрлач уйӑхӗн 2007.
- ^ Cher Artist Information. tickco.com. Тĕрĕсленĕ 16 Пуш уйӑхӗн 2009.
- ^ The Sonny & Cher All I ever need is you album (A new producer). cherscholar.net. Тĕрĕсленĕ 21 Пуш уйӑхӗн 2009.
- ^ Sonny and Cher. tvclassics.com. Тĕрĕсленĕ 9 Ҫу уйӑхӗн 2009.
- ^ Television Obscurities - Fall 1974: ABC. tvobscurities.com. Тĕрĕсленĕ 9 Ҫу уйӑхӗн 2009.
- ^ Cher. TV.com. Тĕрĕсленĕ 28 Кӑрлач уйӑхӗн 2009.
- ^ Cher Awards. IMDb.com. Тĕрĕсленĕ 9 Ҫу уйӑхӗн 2009.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сонни тата Шер(акăлч.) AllMusic сайтĕнче
- Сонни тата Шер(акăлч.) Discogs сайтĕнче
- Сонни и Шер на сервисе «Яндекс.Музыка»
- Colin Larkin The Encyclopedia of Popular Music. — 5-мĕш кăл.. — Omnibus Press.