Антверпен

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Антверпен (нидерл. Antwerpen, фр. Anvers) — Бельги хули, Антверпен провинцийĕн тĕпĕ.

Çаплах Фландри çĕршывĕн хули пулать.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хула Шельда шывĕн икĕ енче вырнаçнă тинĕс порчĕ, тĕнчери вуннăлăх пысăк портсен шутĕнче.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕрĕссĕн хулана хăçан никĕслени паллă мар, çапах та вăл VII ĕмĕрте пулнă. Брюгге XII ĕмĕрте таялнă пирки тата Сакăрвунăçуллă вăрçă хыççăн Антверпен Нидерландсен чи пуянлă сутă-илӳ хули пулса тăрать.

Хуçалăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пысăк промыçлă тĕпĕ: нефтехими, машинă тăвакан тата урăх промыçлăсем, атомлă энергетика.

Антверпен — алмазсене якатас тата сутас енĕпе тĕнчен тĕпĕ шутланать. Сутă-илӳ йăлисемпе, алмазсене якатас ĕçсене еврей ушкăнĕнчи çынсем хутшăнаççĕ.

Çутĕç, ăслăлăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çутĕçĕн пысăк тĕпĕ — университет; темиçе аслă шкул.

Транспорт[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хăвăртлă автомагистралсем Антверпена Гентпа, Брӳссельпе, Хасселтпа тата Бредпа çыхăнтараççĕ. Антверпена хăвăртлă чукун çулсен шутне кĕртес енĕпе паянкун кунта ĕçсем тăваççĕ.

Хулари транспорт шутне автобуссем тата çӳлти тата çĕр айĕнчи трамвайсем (антверпенсем хăш чухне ăна «метро» теççĕ) кĕреççĕ. Пулас вăхăтра çĕр айĕнчи трамвая метро шутне кĕртмелле.

Чаплă вырăнĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Тĕп вокзалĕ
  • Зоопарк
  • Пеликаанстраат урамĕ (кунта ювелир лавккисем нумай)
  • Стен карманĕ, пăрахутсен музейĕ
  • Ратуша тата Брабо фонтанĕ
  • Антверпен Турă амăш чиркĕвĕ
  • Рубенс çурчĕ.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]