Апгар виçи
Курӑнакан калӑплав
Апгар виçи – тин çуралнă ача сывлăхне хăвăрт хаклас меслет. 1952 çулта Америкăри Вирджиния Апгар тухтăр анестезиологсен 27-мĕш конгресĕнче тин çеç çуралнă ача сывлăхне васкавлăн хакламалли йĕркепе паллаштарнă. Ку вăл ачана реанимаци пулăшăвĕ кирлĕ е кирлĕ маррине палăртакан меслет. Ку вăл 5 сыпăкран тăракан тишкерӳ, кашнин кăтартăвĕ нульрен пуçласа иккĕ таран пулма пултарать. Çапла майпа пĕрлехи хаклав диапазонĕ – 0 – 10 балл хушшинче. Хальхи медицинăра Апгар виçи ашшĕ-амăшне пĕлтерекен виçĕ параметртан пĕри шутланать (йывăрăшĕпе тата çӳллĕшпе пĕрле)