Арман

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Валецлă станок — хальхи армансем

Арман, — тырă авăртакан хуçалăх. Арманпа юнашар элеватор, а урăх тырă упас хуçалăх пур пулсан ку хуçалăха комбинат теççĕ.

Çавăн пекех арман — тырă авăртакан механизмсемпе машинăсене калаççĕ. Вĕсем темиçе тĕрлĕ пулаççĕ:

  • Пăраппанлисем
  • Роликлисем
  • Мăлатуклисем
  • Вибрациллисем
  • Аэродинамическийсем

Армансем тырă кăна мар, уголь, руда тата ытти хытă япаласене тĕпретеççĕ.

Ĕлĕк[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çил арманĕ

Элĕк тырă авăртакан механизмсене арман тенĕ. Арманта çăнăх, кĕрпе тата ытти продуксене туса кăларнă. Арман чулсенчен тата вĕсене çавăракан механизмсенчен тăрать. Арман чулĕсенчен тухнă тĕпренчĕксене аланă хыççăн çăнăх кăларнă, пысăкрах пайĕсене кĕрпене янă.

Революциччен Чăваш Енре тĕрле вăйпа ĕçлекен 4300 арман ларнă.

Армансем тĕрлĕ майпа, тĕрлĕ вăйпа ĕçлеççĕ. Вĕсене кура армансене тĕрлĕ ятпа палăртаççĕ:

  • Ал арманĕ, — арман чулĕсене алăпа çавăрнă, килти ял хуçалăх хатĕрĕ пулнă.
  • Шыв арманĕ, — юханшывсем çинче лартнă, арман чулĕсене шыв çавăрнă.
  • Çил арманĕ, — жерновсене çил вăйĕпе çавăрнă.
  • Пăс арманĕ, — ку кайранхи вăхăтри армансем, арман чулĕсене пăс вăйĕпе çавăрнă.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]