Ахаль пăчăр
Пăчăр (Tetrastes bonasia, syn. Bonasa bonasia) - куракран пĕчĕкрех кайăк. Чăх йышне кĕрет.
Пăчăр вăрман кайăкĕ, анчах пурнăçĕ çĕр çинче иртет. Лăсăллă вăрмансене, хурăнлăхпа ăвăслăхсене килĕштерет, уйрăмах унта çырмасем пур пулсан. Çăмартисем (5-9) сарă сăрăрах, хăмăр пăнчăллă. Йăвине йывăç тымаррисем патнех, типĕрех вырăна тăвать. Мăшăрлану вăхăчĕ юр кайса пĕтсен пуçланать. Вăл вăхăтра вĕсем тинех шăхăрса, юрласа, вăхăт-вăхăт ташласа илеççĕ. Юрланă чухне пĕтĕм кĕлеткипе чĕтрет, енчен енне сулланкалать, хӳри тĕкĕсене сарать, тĕпекине сарса çĕклет. Автан пăчăр чăхха хăваласа çитсе ун тавра ташлама пуçлать. Пăчăр çемйи, ытти чăх йышрисемпе танлаштарсан, автанпа чăхран кăна тăрать. Чĕпписем тухнă вăхăтра автанĕ тĕк тăкать, çавăнпа та çемйинчен уйрăлса вĕтлĕхре пытанать. Тĕк пыйттисене кăткă тĕмĕ çине тăрса е хăйăр ăшĕнче чаваланса пĕтерет.
Хĕл каçма вĕçсе каймаççĕ. Каçхине юр ăшне пытанса выртаççĕ. Пăчăр какайĕ питĕ тутлă. Ăна тытма этем кăна мар, çăткăн чĕр чунсем çӳреççĕ. Вĕсен йышĕ пирĕн тăрăхра юлашки çулсенче чаксах пырать.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Буторина О. Т., Соловенчук Л. Л. %3D%22D000818%22&sortKeys=none&startRecord=211&maximumRecords=10&recordSchema=marcxml&recordPacking=xml&mode=standard Использование c-mos-гена ядерного генома в качестве филогенетического маркера у тетеревиных птиц(ĕçлемен каçă) // Генетика. — 2004. — Том 40. — № 10. — С. 1319—1324. (Акăлчанла: Butorina O.T., Solovenchuk L.L. The use of c-mos nuclear gene as a phylogenetic marker in Tetraonidae birds(ĕçлемен каçă) // Russian Journal of Genetics. — 2004. — Vol. 40. — No. 10. — P. 1080—1084.(акăлч.))
- Колычев В. Рябчик и охота на него // Охота и охотничье хозяйство. — 1990. — № 6.
- Шаблон:Çăлкуç/БСЭ (2010 çулхи Раштав уйӑхӗн 2-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- Dimcheff D. E., Drovetski S. V., Mindell D. P. Phylogeny of Tetraoninae and other galliform birds using mitochondrial 12S and ND2 genes // Mol. Phylogenet. Evol. — 2002. — Vol. 24. — No. 2. — P. 203—215.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ахаль пăчăр «Зимующие птицы Подмосковья» Дмитрий Коротковăн сайтĕнче
- Рябчик 2011 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ. — глава из книги В. В. Рябова «Охота по перу» на сайте «Охота без границ. Питерский Охотник» 2008 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ахаль пăчăр «Охотничьего портала» (Украина) сайтĕнче
- Ахаль пăчăрăн систематики 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ. И. Л. Евстафьевăн «Чĕрчунсен тĕнчи» 2011 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ. энциколопединче
- Ахаль пăчăрăн систематики Архиве БВИ: Систематика сайтĕнче
- %2B%26/(1 %2B1)%2Babc::146659)//6%26%26isu%3D2 Ахаль пăчăр(ĕçлемен каçă) Владимир Далĕн сăмахсарĕнче