Батуми

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Батуми
Хула гербĕ
Патшалăх: Грузи
Регион: Аджари
Никĕсленĕ: 1878
Хула, çултан:
Халăх йышĕ, пин çын: 152 839 (2014)
Хула лаптăкĕ: км2
Геогр. анлăхĕ: 41°38′45″ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 41°38′30″ х.т. д.
Батуми, 1890-мĕш çулсем.

Бату́ми (груз. ბათუმი) — Грузи хули (1878 çултанпа), Аджари тĕп хули, Хура тинĕс порчĕ. чукун çул станцийĕ (Самтредиа — Батуми йĕрĕнче).

Хула X−XIII ĕмĕрсенче хăпартнă Тамарисцихе карманĕ вырăнĕнче ӳснĕ. Батоми ятлă пулнă. XVII ĕмерте ăна Турци ярса илнĕ; 1878 çулта Раççейе кĕнĕ (Батум облаçĕн центрĕ).

Пурăнан халăх йышĕ — 152 839 çын (2014).

Промăçлăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Нефть промăçлăхĕ, машинăтăвăм (чей промăçлăхĕн хатĕрĕсем, карап тăвăмĕ, электротехника япалисем) ĕçленĕ. Çаплах çăмăл промăçлăх (атă-пушмак, çĕвĕç фабрикисем); чей, кофе тата тапак фабрикисем ĕçлеççĕ.

Хулара Педагогика институчĕ, Драма театрĕ, цирк, Аджари патшалăх музейĕ, музейсем (революци, çапăçу Мухтавĕн, И. В. Сталин, архитектура). Тинĕс хуçалăхĕпе океанографин ĂТИ океанариумĕ, унăн йышĕнче аквариум (Совет Союзĕнче чи пысăкки) тата дельфинарий.

Культура[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллă вырăнсеем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хулара «Тамара» карман тата католици чиркĕвĕ пур. Хальхи çурт-йĕр йышĕнче: «Интурист» хăна çурчĕ (1939, архитекторĕ — А. В. Щусев), драма театрĕ (1952), кинотеатр «Тбилиси» (1964).

  • А. С. Пушкин палăкĕ,
  • Важа Пшавела палăкĕ,
  • Шота Руставели палăкĕ.
  • Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă салтаксен Мухтав обелискĕ
  • Ĕмĕрхи çулăм.

Хулана тинĕсçум паркĕ — пляж çумĕпе 8 çм тăршшĕ бульвар

  • Ниношвили урамĕ
  • Руставели урамĕ.
  • Батуми çумĕнче Батуми ботаника пахчи. Шыва кĕмелли сезон: çу — юпа уйăхĕсем.
  • Совет вăхăтĕнче, чукун çул чарăнăвĕнчен иккĕ çухрăм кăнтăр еннелле тупик пулнă. Вăл халĕ те пур, пулас. Çавăнта, СССР Чукун çул министерствин йĕркипе «Конец ж/д ветки СССР» тапăл пулнă.

Батуми çумĕнчи Симĕс сăмсахра чаплă ботаника пахчи вырнаçнă.

Хула ӳнерте[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çав пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]