Бланш Франсис

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Бланш хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Франсис Бланш
Francis Blanche
Çуралнă вăхăт: 1921, утă, 20
Çуралнă вырăн: Парис, Франци
Вилнĕ вăхăт: 1974, утă, 6
Вилнĕ вырăн: Парис, Франци
Гражданлăх: Франци Франци
Професси: Франци актёрĕ, сăвăçи
Карьера: 1942 — 1974
IMDb: ID 0087126

Франсис Жан Бланш (фр. Francis Blanche; утă, 20 1921, Парис, Франциутă, 6, 1974, çавăнтах) — франс камит актёрĕ, çыравçи, сăвăçи.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Франсис Жан Бланш 1921 çулта Парисре çуралнă. Ашшĕ — актёр Луи Бланш, амăшĕ — Жермен Анна Франсуаза Пети, аслă пиччĕшĕ — Франципех паллă ӳкерçĕ Эмануиль Бланш. Ачаранах çамрăк çын театрпа эстрада еннелле туртăннă, анчах та пĕрремĕш чăн-чăн ăнăçу 1950-мĕш çулсен пуçламăшĕнче кăна килнĕ. Пьер Дак камит актёрĕпе пĕрле 200 ытла диалогпа скетч туса кăтартнă, вĕсене наци радиопа телекурав урлă трансляциленĕ. 1960-мĕш çулсенче радиопа автор программине ертсе пынă, унта вăл тӳрĕ эфирте телефонпа шӳтлесе шăнкăравланă

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]