Контент патне куҫ

Вильнюс

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Вильнюс

Вильнюс (литва Vilnius, польша чĕлхипе Wilno, белорусла Вільня; 1939 çулчен— Вильно) — Литва республикин тĕп хули.

Хула республикăн кăнтăр-тухăçĕнче (координаты 54°41′ с. ш. 25°17′ в. д. (G)), Вильня (литва Vilnelė) тата Вилия (литва Neris) юханшывĕсем пĕрлешнĕ çĕрте никĕсленнĕ.

Площадь 392 км². 20,2 % общей площади составляют застройки, остальную часть занимают зелёные массивы (43,9 %) и водоёмы (2,1 %). Хулара Рим католик чиркĕвĕн Вильнюс архиепискатăн тата Вырăс Православи чиркĕвĕн Литвапа Вильньă епархин тĕпĕсем вырнаçнă.

2003 çулхи шутлавпа хулара 541 600 çын пурăннă. Кунта тĕрлĕ нацисем пурăнаççĕ.

1897 çулта, 154 532 çынĕсем хушшинче:

  • еврейсем — 61 847 (40,0 %)
  • поляксем — 47 795 (30,9 %)
  • вырăссем — 30 967 (20,1 %)
  • белоруссем — 6514 (4,2 %)
  • литовецсем — 3238 (2,1 %)
  • ыттисем — 4171 (2,7 %).

2001 çулхи шутлавпа кунта 542 287 çын пурăннă, вĕсенчен:

  • литовецсем — 57,8 %,
  • поляксем — 18,7 %
  • вырăссем — 14 %
  • белоруссем — 4 %
  • еврейсем — 0,5 %
  • ыттисем — 5 %.

Хулан истори пайĕ — Ватă хула — Тухăç Европăра пысăккисенчен пĕри (360 га) шутланать. Кунта истори çурчĕсем чылай, 1994 çулта хулана ЮНЕСКО пĕтĕм тĕнчери культура кăнарĕсен шутне çырнă (engl. World Heritage List). Европарламент йышăннипе Вильнюс тата Линц Европăн 2009 çулхи культура тĕпĕсем тесе палăртнă.