Контент патне куҫ

Гровер Кливленд

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Гровер Кливленд

Стивен Гровер Кливленд (акăл. Stephen Grover Cleveland, Пуш, 18 1837, Колдуэлл, Нью-Джерси штачĕ - Çĕртме, 24 1908, Принстон, Нью-Джерси штачĕ) — АПШ патшалăх ĕçченĕ — АПШ президенчĕсенчен вăл кăна, президент вырăнне икĕ хут пĕр харăс мар, сиктерсе ярса йышăннă, çавăнпа та президентсен ят-йышĕнче иккĕллĕ ят шучĕ илнĕ (1885-1889 çç. 22-мĕш президент, 1893-1897 çç. вара 24-мĕш президент), 2012-мĕш çулта 1 долларлă асăну укçи кăларнă чух, укçи çинче унăн тĕрлĕрен икĕ сăнарне çапса пичетленĕ.

Уншăн пĕр харăс умлăн-хыçлăн пынă виçĕ суйлавра та чи йышлă суйлавçăсем пулнă (1884, 1888 тата 1892), анчах иккĕчĕш хутра американ суйлав системин уйрăмлăхĕ пирки суйлавçăсен коллегинче Бенджамин Гаррисон нумайрах сас илнĕ. Кливленд 1860 тата 1912 çулсен хушшинче — республикансем тĕппипех хуçаланнă тапхăрта Демократ партинчен суйланнă пĕртен пĕр президент пулнă.

  • King (англ.). Life and public services of Grover Cleveland. — N. Y., 1885.
  • George Frederick Parker. The writings and speeches of Grover Cleveland. — N. Y., 1892.


Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]