Контент патне куҫ

Дайсон сфери

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Дайсон çийĕ (акăл. Dyson shell), Дайсон сферин варианчĕ, унăн радиусĕ 1 астрономи виçи.

Да́йсон сфериФримен Дайсон сĕннĕ[1] гиротезăри астроинженери проекчĕ, варринче (центрĕнче) çăлтăр, йĕри-тавра пысăк радиуслă (планета орбити радиусĕ тăршшĕ) хупăрланă çинçе сфера çийĕ.

Технологи енчен аталаннă цивилизаци çакăн евĕр çурт-йĕрпе усă курса варринчи/центрĕнчи çăлтăрăн мĕнпур энергине май пур таран пурнăç уçлăхне лайăхлатма пултарать тесе шухăшлаççĕ.

Теорире шутланипе килĕшӳллĕ, Хĕвел тавра Дайсон сферин çурт-йĕрне туса вырнаçтарма Юпитер йывăрăш/масси чухлĕ япалалăх кирлĕ. Дайсон сферисене шырани — SETI программин перспективăри тĕлĕшĕ. Çаплах çак Ферми парадоксĕ майлă çирĕплетни пулать.

Çакăн пек масштаба çити çурт-йĕре тунине паянкун пур астрономи хатĕрĕсене усă курса, унăн инфрахĕрлĕ пайăркаланăвне спектр анализĕ меслечĕпе тĕпчесен палăртма пулать (çапла ĕнтĕ, Дайсон сфери пур еннелле хăватлă пайăрка сапнипе курăнать). Çак объектсене тупма SIRTF телескоп пулăшать.

Фримен Дайсон хăй каланипех, сфера идейине вăл пĕрремĕш хут Олаф Стэплдонăн «Çăлтăрсене тăвакан» фантастика романĕнче асăрханă.

Модификацисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Нивен кăшăлĕ


Дайсон сфери — ирĕклĕ ӳкекен хăвăртлану векторĕн абсолютлă пĕрмайхи (константăллă) пĕлтерĕшлĕ çийсен варианчĕ (моделе касса кăтартнă).

Табби çăлтăрĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тĕп статья: Табби çăлтăрĕ


Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]