Контент патне куҫ

Джефри Чосер

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Джефри Чосер

Джефри Чосер (акăл. Geoffrey Chaucer, (1340-мĕш çулта Лондон хулинче çуралнă, 1400 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче унтах çĕре кĕнĕ) — вăтам ĕмĕрсенчи паллă акăлчан сăвăçи, акăлчан литература чĕлхине никĕслекен, «акӑлчан поэзин ашшӗ», латыньпа мар, тӑван чӗлхепе ҫыраканнисенчен пӗрремӗшӗ.

Ашшĕ патша керменне эрех илсе пырса тăнă, çавна пулах вăл çамрăклах (17 çулта) патшалăх керменне лекнĕ. 1359 çулта вăл Францине хирĕç похода кайнă, тыткăна лекнĕ. Патша ăна укçа тӳлесе тыткăнран çăлнă, хăйĕн камердинерĕ туса хунă. Каярахпа хăйĕн хĕç-пăшал йăтса çӳрекенни вырăнне хăпартнă. Ку вăхăтра вăл тупма пултарнă çыравçăсен ĕçĕсемпе паллашма ĕлкĕрнĕ, хăй те çырма пуçланă.

Пултарулӑхӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]