Ибрагим Ругова

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ибрагим Ругова

Ибрагим Ругова, — 2002-2006 çулсенче Косово президенчĕн вырăнне йышăннă политик. 1944 çулхи раштавăн 2 Косовăри Исток обшчинăри Церце ялĕнче çуралнă. 2006 çулхи кăрлачăн 21 ӳпке ракĕпе чирлесе вилнĕ.

Франци чĕлхине пĕлнĕ. Авланнă, икĕ ывăл тата хĕр пăхса çитĕнтернĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Приштина университечĕн албани литературин факультечĕнче вĕреннĕ. Кунтах кандидан ĕçне хӳтĕленĕ.

1989 çулăн пуçламăшĕнче Косовори демократсен пĕрлешĕвĕ ятлă Косовăн пĕрремеш партине йеркеленĕ. Вилес кунĕччен хăйех çав партине ертсе пынă. 2002 çулхи пуш уйăхĕн 4 ăна Косовăн президенчĕ вырăнне суйласа илнĕ.

Президентăн сывлăхĕ япахланни çинчен 2005 çулхи раштавăн 28 паллă пулнă. 2006 çулхи кăрлачăн 21 хăйĕн резиденцинче вилнĕ.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]