Инд (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Инд (санскр. सिन्ध, Sindhu?, «юхан шыв, юхăм»;тибетла སེང་གེ།་གཙང་པོ , китайла 印度河 Yìndù Hé, панджаби чĕлхи دریاۓ سندھ Sindh, пушту اباسين‎ Abāsin, урду دریائے سندھ) - ) —Кăнтăр Азире вырнаçнă пысăк юханшыв.

Китайти Гималайăн Тибет сăртлăхĕ çинче пуçланать те Çурçĕр-хĕвел анăç Индипе Пакистан çĕрĕ çинче юхса иртсе Карачи хула çывăхĕнче Арави тинĕсне кĕрет.

Инд юханшывĕ юпписем пелен

Инд тăршшĕ - 3180 км, бассейн лаптăкĕ- 960 800 км².

Юпписем: Гарток, Занскар, Драс, Шайск, Шигар, Гильгит, Кабул, Панджнад (Сатледж).

Юханшыв айлăмĕн пысăк пайĕ Инди субконтиненчĕн чи типĕ вырăненче вырнаçнă. Инд Гималай пăрлăхĕсенчен тухакан шывпа тата муссон çумăрĕсенпе тулать[1].

Пирĕн эрăчченхи 3-мĕш пинçуллăх варринче Инд хĕрринче чи авалхи цивилизацисенчен пĕри—Инд( Харрапа) цивилизацийĕ пулса кайнă.

Александр Македонский çÿревĕсем вăхăтĕнче çырса хăварнисемпе килĕшÿллĕн, Инд хĕрринче унччен витĕр тухма май çук сĕм-вăрмансем пулнă, носорогсене тĕл пулкаланă. Халĕ çынсем вăрмансене касса пĕтернипе тата экологи хистевĕсене пăхăнманни Инд çыранĕсем тĕрлĕрен ÿсĕн-тăран енчен самай чухăнтарах. Индра çеç пурăнакан Инди юханшыв дельфинĕ те, кун пек малалла та тăсăлсан, Çĕр çинче пач çухалмалла. Халĕ, ăсчахсем пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен шучĕ пине яхăн кăна тăрса юлнă[2].

Араб çĕршывĕ çывăхри патшалăхсене çĕнтернĕ чухне арабсем Инд хĕрринчи анатри çĕрсене хăйсен тунă.

Сăн ÿкерчĕксем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Инд шывĕн вăрри




Инд шывĕ анлăрах карта çинче







Инд юханшывĕнчи пулăçăсем.Сăн ÿкерчĕк. 1905 çул








Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пăхмалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ http://www.britannica.com/EBchecked/topic/286872/Indus-River
  2. ^ http://wwf.panda.org/who_we_are/wwf_offices/pakistan/indus/