Кацусика Ои

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кацусика Ои
葛飾応為
Фотографи
Çуралнă вырăн: Япони
Гражданлăх: Япони
Жанр: çын пичĕ, çутçанталăк сăнарĕ
Вĕренӳ: ашшĕ, Кацусика Хокусай
Стиль: укиё-э
Сĕм: Кацусика Хокусай
Викиампарти ĕçсем

Ои Кацусика (яп. 葛飾応為 кацусика о:и?) — япони укиё-э ÿнерçи, Кацусика Хокусайăн виççĕмĕш, кĕçĕн хĕрĕ. Харпăр ячĕ — Эй (яп. ?) е О-Эй (яп. お栄 е 阿栄, 應栄?) тесе чĕннипе пулнă.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ои хăçан çуралнипе вилни паллă мар, шутланă тăрăх, вăл Хокусай 32-ре (1791 ç.) е 37-ре (1797 ç.) пулсан çуралнă. Ои, чаплă ÿнерçĕн вĕренекене, Минамидзава Томэея (яп. 南沢等明 минамидзава то:мэй?) качча кайнăскер, упăшкине кулăшла пултарулăхсăр тесе шутланă. Унпа уйăрăлнă хыççăн ашшĕ-амăшĕн килне таврăннă. Хăшпĕр пĕлтерÿсем тăрăх, Ои хăйĕн суя ятне ашшĕ хăйне «эй!» (яп. オーイ о:и?) тесе чĕннипе илнĕ.

Ои Хокусая мĕн çамрăкран пулăшнă, хăйĕн пĕрремĕш хайлавне вăл 1810 çул хыççăн тунă. Оин аппăшĕ Кацусика Тацудзё те пултаруллă ÿнерçĕ пулнă, ÿкерчĕкĕсенче сăнарсен аллисемпе çÿçĕсене пĕрпекрех ÿкернĕ пирки вĕсене пăтраштарса илме те пулнă.

Ои питĕ пултаруллă пулнă, ашшĕ палăртнă май: «Чиперккесене сăнарлас ĕçре эпĕ Оине çитес çук. Вăл питĕ лайăх ÿкерет». Тĕпчевçĕсем Оин çак ĕçĕсене çÿллĕ шая лартаççĕ — «Кĕвĕ калакан виçĕ хĕрарăм» (яп. 三曲合奏図?), «Ёсиварти каçхи пулăм» (яп. 吉原夜景図?), «Çĕрлехи чее тĕмми» (яп. 夜桜図?).

Хокусай вилсен течиçе çултан Ои килтен тухса кайса каялла таврăнмасть.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 葛飾応為 // 朝日日本歴史人物事典. — 朝日新聞出版.
  • Хироси Камия. 葛飾応為 // 浮世絵師列伝 / под ред. Тадаси Кобаяси. — Хэйбонся, 2006. — ISBN 978-4-582-94493-8.
  • 飯島虚心. 葛飾北斎伝. — 岩波書店, 1999.

Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]