Ковалевская Софья Васильевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Sofja Wassiljewna Kowalewskaja 1

Со́фья Васи́льевна Ковале́вская (хĕр чухнехи хушамат Корвин-Круковская, 1858-мĕш çулччен — Круковская; 3, январь (15, январь), 1850, Мускав — 29, январь (10, февраль), 1891, Стокгольм) — Раççей математикĕ тата механикĕ, профессор. 1889-мĕш çултанпа Петербургри Ăслав академийĕн ют çĕршыври пайташĕ шутланнă. С. В. Ковалевская çавăн пекех вырăс тата швед чĕлхисемпе çырнă литература хайлавĕсем хăварнă.

Несĕлĕ:

  • Ашшĕ — Корвин-Круковский Василий Васильевич, вырăс çарĕн генерал-лейтенанчĕ, Польшăран тухнă дворянсен йăхĕнчен пулнă[1], православи тĕнне тытса пынă. Хушаматри «Корвин-» компонент Венгри королĕсен йăхĕпе те çыхăннине систерет.
  • Аслашшĕ — Круковский Василий Семёнович, вырăс çарĕн офицерĕ
  • Амăшĕ — Корвин-Круковская (çуралнă чухне Шуберт) Елизавета Фёдоровна, лютеранка, нимĕçсен йăхĕнчен
  • Кукашшĕ — Шуберт Фёдор Фёдорович, генерал тата математик
  • Кукашшĕн ашшĕ — Шуберт Фёдор Иванович, астроном, математик, геодезист.
  • Хĕрĕ — Софья Владимировна Ковалевская, врач. СССРта пурăннă тата вилнĕ.

С. В. Ковалевскаян пурăннă чухне çаканашкал математикăлла ĕçĕсем кун çути курнă:

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Sofia Kovalevskaya grave

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ "Калужские губернские ведомости", 1858 ç., 21, апрель