Коканд

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Коканд
Хула гербĕ
Патшалăх: Узбекситан
Регион: Ферган вилоячĕ
Никĕсленĕ: тахçанах
Хула, çултан: 1732
Халăх йышĕ, пин çын: 145 (1994)
Хула лаптăкĕ: км2
Геогр. анлăхĕ: 40°31′43″ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 70°56′33" х.т.д.


Коканд (узбек. Qo'qon) — Узбекистанăн хевел тухăç енчи хула, Фергана айлăмĕн кăнтăр-хĕвеланăç енĕнче вырнаçнă. Çын шучĕ 180 пинпе танлашать. Хула Ферган вилоятне кĕрет.

Коканд Ташкентран, Узбекистанăн тĕп хулинчен, 228 çухрăмра ларать. Андижана çити 115 çухрăм каймалла, Ферган хуличен — 88 çухрăм.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Коканд X ĕмĕртен пуçласа, вăл вăхăтра Кавакенд ятлă паллă пулнă. Хула Индипе Китай хушшинчи караван çулĕ çинче ларнă пулнă. XII ĕмĕрте хулана монголсем аркатса хăварнă.

1571-1626 çулсенче Коканд хули Бухара эмиратне кĕнĕ, 1709 çулта эмирата пăхăнма пăрахнă.

Хальхи хула 1732 çулта Эски-Курган авалхи крепость вырăнĕнче хӳтлĕх пек никĕсленĕ. Ку вырăнта туса лартнă Коканд ханстви пĕтĕм Ферган айлăмне çĕнтерсе илнĕ. 1820 çулсенче вара Коканд ханствин çĕрĕсем чи анлă сарăлнă. Ку вăхăтра Кăнтăр Казахстан тата Киргизи çĕрĕсене çĕнтерсе илнĕ. Коканд ку вăхăтра Фергана регионĕн тĕнĕн тĕп вырăне пулнă. Хулара 300 мечет ытла пулнă.

1876 çулта Коканда генерал Скобелев ертсе пыракан вырăс çарĕсен çĕнтерсе илнĕ. Ханствона пĕтернĕ те хула Раççей Империне кĕрнĕ. 1917-1918 çулсенче хула Коканд автономиĕн тĕп хули пулнă.