Коринф пымакĕ
Курӑнакан калӑплав
Кори́нф пымакĕ[1], е Истма пымакĕ[2] (грек Ισθμός Κορίνθου) — Пелопоннес çурутравне Грецин материк çинчи çĕрĕпе çыхăнтарать. Юнашар вырнаçнă Коринф хула пымака ят панă. 42 км яхăн тăсăлать, чи ансăр çĕрте анлăшĕ 6 км яхăн.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]V - XV ĕмĕрсенче пымакăн ансăр вырăнĕнче Пелепоннес çине кайма чаракан хӳтĕлев хӳмине туса лартнă.
XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче чи ансăр çĕрте 6,4 км тăршшĕ Коринф каналне чавнă. Канала чавиччен те Коринф пымакĕ мĕн ĕлĕкренех Пелопоннеса ытти Греципе çыхăнтарнă, çаплах Сароникос кӳлмекĕнчен Коринф кӳлмекне шывпа çитмешкĕн çула кĕскетнĕ.
Кăсăклă фактсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 67 çулта Нерон Коринф пымакенче канал чавма хушнă. Çавна тума Тибери чухне шутланă пулнă. Император ĕç пуçламăшĕнче хăй те хутшăннă, кĕреçепе пĕрремĕш тăпрана чакаланă[3]. Канала чавни патшалăх экономикине, хавшатнă, провинцисем начарланнă — çакна пула халăх пăлханнă, Нерон та пĕтет[4].
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Словарь географических названий зарубежных стран / яв. редактор А. М. Комков. — 3-мĕш кăл., хуш. хат.. — М.: Недра, 1986.
- ^ Фукидид История / Перевод и Примечания Г. А. Стратановского. — п.13.
- ^ Светоний. Нерон, 19, 2.
- ^ Галлире пăлханни
Ку Греци географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |