Лайош Лоци

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Лайош Лоци (венг. Lóczy Lajos; 1849, чӳкӗн 2-мӗшӗ, Прессбург, Австри империйӗ (халӗ Братислава, Словаки) — 1920, нарӑсӑн 13-мӗшӗ, Балатонфюред) — венгри геологӗ, географӗ, геоморфологӗ, ӑслӑлӑх историкӗ, педагог, профессор, ӑслӑлӑх докторӗ (1898). Ҫулҫӳревҫӗ. Венгри ӑслӑлӑхӗсен академийӗн хисеплӗ пайташӗ (1880 ҫултанпа).

Кун-ҫулӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пӗлӗвне Берлинти тата Боннри университетсенче илнӗ. Цюрихри университетра геологине вӗреннӗ.

1862 ҫулта Дьюлой Каройи графпа пӗрле Америкӑна тухса кайнӑ. Таврӑннӑ хыҫҫӑн ҫук ҫулҫӳрев пирки отчет ҫырса кӑларнӑ. 1867–1870 ҫулсенче арӑслан ҫине сунара тухакансемпе пӗрле Алжира виҫӗ хут экспедицине кайса килнӗ.

1877-мӗш ҫултанпа 1880 ҫулсенче геолог пек Бела Сеченьипе пӗрле Китайра тата Азин Кӑнтӑр-Тухӑҫ тӑрӑхӗнче пулнӑ, Индире, Японире, Ява тата Борнео утравсенче пулнӑ. Малалла ҫулҫӳревҫӗсем Таиланда ҫул тытнӑ, анчах тибетсем вӗсене хӑйсен ҫӗршывӗ урлӑ каҫма ирӗк паман, апла пулин те вӗсем ҫитмелли вырӑна ҫитейнӗ.

1889 ҫулта Будапешт университетӗнче географи профессорӗ пулса тӑнӑ, каярахпа ҫавӑн пекех — Австро-Венгрин гоелоги службин директорӗ. Ӑсчахӑн тӗп ӗҫӗ Балатон кӳлӗне тӗпчени пулнӑ. 1891 ҫулта вӑл хӗтӗртнипе тата Венгри ӑслӑлӑхӗн академийӗ ертсе пынипе Венгри географи обществин Балатон комитетне йӗркеленӗ, унӑн тӗллевӗ кӳлле тӗрлӗ енлӗ тӗпчени пулнӑ.

Вӑл ҫавӑн пекех стратиграфире тата палеонтологире пысӑк ҫитӗнӳсем тума пултарнӑ.

Вӑл 200 яхӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырса кӑларнӑ. Шалти Азипе Анӑҫ Китайӑн геологипе геоморфологине пичетлесе кӑларнӑ, ҫак регионсенче авалхи сӗтпе ӳстерекенсене тата маллюсксене сӑнланинче ҫӗнӗлле пӗтӗмлетӳсем тунӑ. Унӑн ӗҫне Венгрири патшалӑх географи обществи тивӗҫлӗ хак панӑ, хисеплӗ пайташ ятне, юбилей медалӗпе Франци ӑслӑлӑх академийӗн Цихацефф премийӗ парса палӑртнӑ.

1897 ҫултанпа Балатонра тунӑ ӳкерчӗксен пӗтӗмлетӗвне пичете хатӗрлесе редакциленӗ. Карпат бассейнӗн геологи карттине (вӑл 1900 ҫулхи Тӗнче шайӗнчи Парижри куравра ылтӑн медале тивӗҫнӗ) 1:360 000 масштабпа ҫӗнӗрен редакциленӗ.

Венгри географи обществин председателӗ (1891–1893 тата 1900–1914). 1898 ҫултанпа Венгри геологи обществин тӗп секретарӗ пулнӑ. 1918 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Территори хӳтӗлевҫисен лигӑн пӗрремӗш пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ.

Суйласа илнисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Amerikai utam (Пешт, 1863)
  • Széchenyi Béla gróf kelet ázsiai útjának tudományos eredménye (Будапешт, 1890-97)

Астӑвӑм[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Венгрин географи обществи Лайош Лоци ячӗллӗ медаль йӗркеленӗ, унпа паллӑ геолога, географа тата ҫулҫӳревҫе асра тытса венгр тата ют ҫӗршыв ӑсчахӗсене чыслаҫҫӗ.
  • Ун ячӗпе Балатон ҫывӑхӗнче 1892 ҫулта тупнӑ 100 метр ытла тӑршӗллӗ чи пысӑк ҫӗр хӑвӑлне ят панӑ. Вӑл Балатонфюредран ҫурҫӗрелле, Тамаша сӑрт айккинче вырнаҫнӑ. Ҫавӑн пекех Лайош Лоци ятне кӳлӗ патӗнчи сукмака панӑ.