Лакоба Нестор Аполлонович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Лакоба Нестор Аполлонович

Лакоба Нестор Аполлонович, — совет вăхăтĕнчи патшалăхпа парти ĕçченĕ. 1893 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Лыхны салара çуралнă. 1936 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.

Ленин тата ытти орденсене тивĕçнĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1911 çулта Тбилиси ăс-хакăл семинаринчен революци енĕпе ĕçленĕшĕн кăларса янă. 1912 çулта коммунистсен партине кĕнĕ. Хресчен кил-йышĕнче çуралса ӳснĕ. Парти ĕçĕсене Аджаринче, Абхазинче, кайран Çурçĕр Кавказра ертсе пынă.

1917 çулхи çу уйăхĕнче Кавказ Ен Канашĕн 1-мĕш съездăн делегачĕ. 1918 çулта Грузи меньшевикĕсен правительствине хирĕçле пуçланă пăлхавăн ертӳçĕсенчен пĕри, Сухум ВРК председателĕн çумĕ, партизансен ушкăнне пуçтараканĕ. 1918 çулĕн вĕçĕнче меньшевиксен правительстви ăна Сухуми тĕрмине хупнă, 1919 çулхи çуркунне вара Грузирен кăларса янă.

1920 çулта ЦК РКП(б)-н Кавказ бюровĕ хушнипе Батумире большевиксен ушкăнне легаллă мар ертсе пынă, Кубаньпе Хура тинĕс ревкомăн горецсен- туçынсен (горняксен?) ĕçĕсем пирки яваплă çынни пулнă. 1921 çулти пуш уйăхĕнче Абхази Ревкомĕн председателĕн çумĕ, Абхазин наркомвоенморĕ.

1922 çулхи нарăс уйăхĕнче — Абхази АССРĕн СНК председателĕ, 1930-1936 çулсенче Абхази АССРĕн ЦИК председателĕ. Грузи ССРĕн ЦИК членĕ, ЗСФСР ЦИК , ЦИК СССР членĕ, Грузи ЦК КП(б) бюро членĕ. ВКП(б) 13-,15-17-мĕш съезчĕсен делегачĕ.