Мускат мăйăрĕ
Курӑнакан калӑплав
Мускат мăйăрĕ - ырă шăршăллă апат техĕмĕ. Мускат мăйăрне ĕмĕрĕшĕллĕ йывăçĕнче (выр. Мускатник ) пуçтараççĕ. Мускат мăйăрĕ сăрă-хăмăр тĕслĕ, питĕ хытă.Пĕр çулта Мускатникран виççĕ хут мăйăрсем пуçтараççĕ ( вăтам кăтару - пĕр йывăçран 2000 мускат мăйăрĕ пуçтарма пулать ). Мускат йывăçĕн (лат. Myristica fragrans ) тăван енĕ - Мăллук утравсем (Индонези). Тĕнчере мускат мăйăрне пĕр çулталăкра 10 - 12 пине яхăн тоннă. Паянхикун мускат мăйăрне туса сутакан чи пысăк патшалăхсем[1]:
- Индонези- 75 % ;
- Гренада (Кариб тинĕсĕнчи утрав) - 20 %.
- Урăх çĕр-шывсенче нумаях мар - 5 % кăна: Инди, Малайзи, Шри-Ланка, Папуа-Çĕнĕ Гвиней.
Усă курни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мускат мăйăрĕ кăмăллă, тутлă япала. Авалхи самантранах апата мускатпа техĕмлетнĕ. Вĕрĕ алкоголь ĕçмине (Глинтвейна) хатĕрленĕ чухне мускатпа усă кураççĕ.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кăсăклă хыпарсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Гренада патшалăхĕн ялавĕ çинче мускат мăйăрне ӳкернĕ.