Контент патне куҫ

Ниш

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ниш, — качча кайман хĕрарăм вĕлернĕ ачан чунĕ. Ача çине тапăнать те шалтан çиса ярать, вара ача хытса кайса вилет.

1929 çулта Муркаш районĕнчи Купăрля ялĕнче нишран хăтăлмалли акă мĕнле меслет çырса илнĕ: Ачана ниш ерсен ăна кăмака хутса кăларнă хыççăн виçĕ хут унта чиксе кăлармалла. Кайран тата виçĕ хутчен çапла тунă хыççăн ача вара сывалать.


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.