Контент патне куҫ

Органикăлла мар хими

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Органикăллă мар хими ҫинчен куҫарнӑ)
Органикăлла мар япалалăхсен молекулисен моделĕсенчен тунă монтаж

Органикăлла мар хи́ми — хими ăславĕн химилле элементсемпе çавсенчен тăракан органикăлла мар япалалăхсене, вĕсене палăрăмĕсене, тытăмне тата химилле реакцисене кĕрес майĕсене тишкерекен уйрăмĕ. Ку уйрăм мĕнпур япалалăхсене, органикăллисемсĕр пуçне, пырса тивет. «Органикăлла» тени вара кăмрăкамăш элементăн атомĕсенчен тăракан молекулăсемлĕ япалалăхсене пĕлтерет. Чăн та, ун пеккисенчен хашĕсене те, кăмрăкамăш пур пулин те, традицие кура, пурпĕрех органикăлла маррисен йышне кĕртеççĕ[1]). Кунашкал уйăру, чылай енчен пăхсан, ытлашши нимех те пĕлтермест пек[2]. Çапах та кунашкал уйăру пур, унăн тивĕçлĕ пĕлтерĕшĕсем те çухалман-ха. Органикăлла мар хими, çапла вара, органикăлла мар шутланакан япалалăхсен (вĕсен шучĕ 500 пин патнелле çывхарать) химийĕ пулса тăрать, пурнăçа çĕнĕ материалсем килессине тивĕçтерет.

Органикăлла мар химин теорилле никĕсĕ — периодла саккун тата ун çинче никĕсленсе тăракан тата Д. И. Менделеев ячĕпе çыхăннă элементсен периодла тытăмĕ.

  • Капустинский А. Ф. Очерки по истории неорганической и физической химии в России. М.-Л., 1949
  • Жамбулова М. Ш. Развитие неорганической химии (Историко-методологический аспект). Алма-Ата, 1981.- 187 с.
  • Неорганическое материаловедение в СССР. Под ред. И. В. Тананаева — Киев: Наукова думка, 1983. — 720 с.
  • Популярная библиотека химических элементов. Т. 1,2. / Под ред. И. В. Петрянова-Соколова — М.: Наука, 1983. — 575 с., — 572 с.
  • Реми Г. Курс неорганической химии. Т. 1. М.: Изд-во иностранной литературы, 1963. — 920 с.
  • Реми Г. Курс неорганической химии. Т. 2. М.: Мир, 1974. — 775 с.
  • Шрайвер Э. Неорганическая химия. Т. 1,2. / Э. Шрайвер, П. Эткинс — М.: Мир, 2004. — 679 с., — 486 с.
  • Энциклопедия неорганических материалов / Под ред. И. М. Федорчен-ко. В 2-х т. — Киев: Укр. сов. энциклопедия, 1977. — 1652 с.
  • Аблесимов Н. Е. Синопсис химии: Справочно-учебное пособие по общей химии — Хабаровск: Изд-во ДВГУПС, 2005. — 84 с. — http://www.neablesimov.narod.ru/pub04c.html
  • Аблесимов Н. Е. Сколько химий на свете? ч. 1. // Химия и жизнь — XXI век. — 2009. — № 5. — С. 49-52.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Кăмракамăшран тăракан унашкал япалалăхсем: (карбонатсем, цианидсем, цианатсем, тиоцианатсем) тата вĕсене тÿр килекен йӳçĕксем, çавăн пекех кăрăкамăш оксичĕсем, металсен карбонилĕсем тата карбидсем.
  2. ^ Spencer L. Seager, Michael R. Slabaugh. Chemistry for Today: general, organic, and biochemistry. // Thomson Brooks/Cole, 2004. — Р. 342. ISBN 0-534-39969-X