Пилӗк качака (халап)
Пилӗк качака — Китайри Гуанчжоу хулин хальхи ятне панӑ аваллӑхри кун-ҫул халапӗ; «пилӗк качака» тенипе ку вырӑнти чылай географи объекчӗсен тата суту-илӳ марккисен ячӗсенче усӑ кураҫҫӗ. Гуанчжоу хулине «Пилӗк качака хули» тесе Тан династийӗн тапхӑрӗнче чӗнме пуҫланӑ, ҫӑлкуҫсем тӑрӑх Цзинь династийӗн тапхӑрӑчченех ҫитме пулать; каярах ку халап кӑштах улшӑннӑ калапӑшра Мин династийӗн тапхӑрне ҫитнӗ. Паянхи кун «пилӗк качака хули» (кит. «五羊») официаллӑ мар Гуанчжоу хулин ячӗ. Хальхи тӗпчевҫӗсем уйрӑмах илсен, Цэн Чжунмянь историк (хӑйӗн 1948 ҫӳлхи ӗҫӗнче) шутланӑ тӑрӑх, халап аваллӑхра Линнань ҫӗрӗсене Варри тӳремлӗх китайсен несӗлӗсем тытса илни вӑхӑта кӑтартать. 2007-мӗш ҫулта ку халап Гуанчжоу хулин пӗрремӗш «объекчӗ», пӗтӗм китай культура еткерлӗхӗн ят-йышне кӗрсе пулса тӑнӑ.
Легенда тӑрӑх, типӗ ҫула кура ҫынсен апат-ҫимӗҫ пулман, вара тӳперен пилӗк пӗлӗт татки аннӑ, кашнинчех пӗршер турӑ ларнӑ; кашни турри тӗрлӗ тӗслӗ тумпа пулнӑ, кашнин качакипе тумтирӗ пӗр тӗслӗ пулнӑ, кашни качаки ҫӑварӗнче ултӑ рис чӗчекӗ тытнӑ; вӗсем Чутин хулин урамӗсене аннӑ (авалхи хула, паян унӑн вырӑнӗнче Гуанчжоу хули вырнаҫнӑ). Турӑсем ҫынсене рис панӑ, пилӗк качака парса хӑварнӑ, хӑйсем вара тӳпене хӑпарнӑ. Ҫынсем рис вӑррисене Гуанчжоу ҫӗрӗ ҫине акнӑ, ҫав вӑхӑтран, халап тӑрӑх, кунта яланах лайӑх ҫанталӑкпа тулӑхлӑ урожаи пулнӑ; пилӗк качакасене чысласа ҫынсем сӑрт ҫумӗнче чул палӑк (кайран асӑнса кӗлтума ҫурт) туса лартнӑ. Пилӗк качакасене пула хула Гуанчжоу ят илнӗ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 岑仲勉. 《广东文物特辑·五羊城故事与广州语系民族》 (неопр.). — 中國文藝推進社, 1949年3月. — С. 23.