Контент патне куҫ

Пярнумаа

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Пярнумаа — ҫӗршывӑн кӑнтӑр-анӑҫ пайӗнче, Рига кӳлмекӗн ҫыранӗнче вырнаҫнӑ чи пысӑк Эстони уесӗ. Ҫурҫӗрте Ляэнемаа тата Рапламаа уесемпе, тухӑҫра Ярвамаа тата Вильяндимаа уессемпе чикӗленсе тӑрать. Администраци центрӗ — Пярну хула. Уес шутне 1 хула-муниципалитет тата 6 вулӑс кӗрет.

Территорин ҫуррине яхӑн вӑрман йышӑнать. Пярну юханшыв юхса иртет. Уес шутне Кихну тата Манилайд утравсем кӗреҫҫӗ. Соомаа наци паркӗн пӗр пайӗ кунта вырнаҫнӑ, ҫавӑн пекех Нигула заповедникӗ пур.

Пярнумаа уесӗн лаптӑкӗ — 5418,85 км2.

Халӑх йышӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пярнумаа уесӗнче пурӑнакансен шучӗ статистика департаменчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх (кашни ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне):

2018 2019 2020 2021 2022 2023
85 756 85 938 86 185 85 760 85 705 87 418

Административлӑ-территориллӗ пайланӑвӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Уес шутне 1 хула-муниципалитет тата 6 вулӑс кӗрет:

Хӑй тытӑмлӑ хула:

Вулӑссем:

2018 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче уес управисене тата ҫавӑн пекех Эстонири уес старейшинисен должноҫӗсене пӑрахӑҫланӑ. Вӗсен тивӗҫӗсене патшалӑх учрежденийӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑхсем туса пыраҫҫӗ.

2017 ҫулхи администрациллӗ-территориллӗ реформӑччен уес шутне 19 хӑй тытӑмлӑх кӗнӗ: 2 хула муниципалитечӗ, 15 вулӑс тата 1 поселок вулӑсӗ.

Хула муниципалитечӗсем:

Вулӑссем:

Поселок вулӑсӗ:

Вяндра

Уес территоринче Эстонире авалхи ҫын каннӑ вырӑна (чул ӗмӗрӗ) тупнӑ.

Уесра ют ҫӗршыв турисчӗсем канма юратаҫҫӗ.

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Шаблон:Пярнумаа Шаблон:Эстонин администрациллĕ пайланăвĕ