Раççей Федерацийĕн Сывлăш Çар Вăйĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
РФ СÇВ эмблеми

Раççей Федерацийĕн Сывлăш Çар Вăйĕсем (РФ СÇВ)Раççей Федерацийĕн Хĕçпăшаллă вăйĕсен тĕсĕ. Сывлăш Çар Вăйĕсен Тĕп çарпуçĕ — генерал-полковник Зелин Александр Николаевич.

Раççейĕн СÇВ тĕп ĕçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Раççей Федерацийĕн Сывлăш Çар Вăйĕсем (Раççейĕн СÇВ)тăшманăн çар ушкăнĕсене шыраса тупасси, сывлăшра мăнаçлăха çĕнтерсе илесси, çĕршывăн вăрçăна кирлĕ хуçалăх районĕсене, тĕпĕсене, çар ушкăнĕсене сыхласси, тăшман сывлăшран тапăнассине пĕлтересси, унăн вăрçă, вăрçă хуçалăх потенциалĕн тĕпĕсене аркатасси, Типçĕр çарĕсемпе флотăн вăйĕсене сывлăшран хӳтĕлесси, сывлăшран десант антарасси, çар вăйĕсене тата материаллă хатĕрсене сывлăш урлă куçарасси.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Раççей Патшалăхĕн сывлăш-çар флочĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Императăрăн сывлăш-çар флочĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Императăрăн сывлăш-çар флочĕРаççей империйĕн Сывлăш Çар вăйĕсем 1910 çултан пуçласа 1917 çулчен хĕсметре империне хӳтĕленĕ. Кĕске истори пулин те, императăрăн Сывлăш-çар флочĕ тĕнчере чи лайăххи пулса тăрать, вырăс тата тĕнче авиацин аталанăвне ӳсĕм хунă. 1904 çулта Жуковский пĕрремĕш аэродинамикă институтне Кашино хулинче, Мускав çумĕнче никĕслет. 1910 çулта раççей çарĕ франци самолечĕсене сутăн илеççĕ, вĕçевçĕсене хатĕрлеме пикенеççĕ. 1913 çулта Сикорский пĕрремĕш тăватăмоторлă биплан Вырăс витĕçĕ тата хăйĕн чаплă бомбардировщикнеИлья Муромеца туса хурать. 1914 çулта вырăс авиатăрĕсемГеоргий Седовăн çухалнă экспедицине шырама Арктикăна пĕрремĕш вĕçевсене пуçланă. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи пуçламăш тĕлне Раççейĕн чи пысăк сывлăш флочĕ (263 самолёт) пулса тăрать. Малтан самолетсемпе тĕпчевпе шырав ĕçĕсемшĕн усă кураççĕ, артиллери перĕмне тӳрлетсе пулăшаççĕ. Тепĕртакран пĕрремĕш сывлăш çапăçăвĕсем пуçланаççĕ. 1917 чӳк Раççейĕн 700 самолёт çеç шутланнă, ку вара ытти вăрçакан çĕршывсенчен сахалрах пулнă. Легендарлă вĕçевçĕ Петр Нестеров пĕрремĕш сывлăш таранĕ туса кăтартнă. Императăрăн сывлăш-çар флочĕн кун-çулĕ 1917 çулта вĕçленет, революци хыççăн çар авиаци промыçлăхĕ арканса кайма тытăнать. Пĕрремĕш вырăс вĕçевçисен чылайăшĕ граждан вăрçин çапăçăвĕсенче вилет е Раçсейрен тухса каять.

Таран Петра Нестерова

СССР Сывлăш Çар вăйĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1939 çулта авиаци Совет-финн вăрçине хутшăннă, 100000 ытла самолет-вĕçĕв тунă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи пуçламăшне совет СÇВ вăрçа хатĕр пулайман: 1931 çулта Сталин палăртнă: «Совет промышленнăçĕ анăç çĕршывсенчен 50-100 çула юлса пырать». 1941 çĕртме, 22 тĕлне совет авиапромĕ талăкра 50 çар самолечĕ туса кăларнă пулнă.

СССР Сывлăш Çар вăйĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Совет сывлăш-çар вăйĕсене 1918 çулта Рабоче-крестьянский воздушный флот ятпа йĕркелесе хунă. Çамрăк Совет патшалăхĕ мăнаçлă индустриализаци ирттерсе Раççей империнчен юлнă çар авиацине çĕнĕлетет. 30-х çулсенче Поликарповăн И-15 и И-16 истребитĕлĕсене, Туполĕвăн ТБ-1, ТБ-2 тата ТБ-3 бомба пăрахакан самолечĕсене кăларма пуçлаççĕ. Совет СÇВ ĕçре тĕрĕслесси Испанири граждан вăрçи тапхăрĕнче 1936—1939 лекет, унта пирĕн самолетсем нимĕçсен çĕнĕ моделĕсене, çав шутра Мессершмитт Bf.109 самолетпа, кĕрешме тивет.

Сивлĕк вăрçă[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн СÇВ çĕнĕлетнĕ, çĕнĕ техникăна ĕçе кĕртнĕ, сывлăшри çапăçу тактикине те хастарлатнă. 1980-мĕш çулсем вĕçнелле совет Çывлăш Çар вăйĕсенче 10 пин самолет, çак СССРа тĕнчери хăватлă СÇВ шутĕнче тăратнă. СÇВ виçĕ пайран тăнă: Инçет авиаци (ИА) стратеги бомбардировщики; Фронт авиацийĕ (ФА) — чикĕ çумĕнчи зонăсенче сывлăшра хӳхĕме çĕнтерсе илесси тата ÇАТУ авиацине чарак лартасси; Çар-транспорт авиацийĕ (ÇТА) — япала куçăрасси. Сывлăшран Хӳтĕлекен Çарсем хăй тĕллĕ çăр тĕсĕ пулса юлать, вĕсем СÇВ шутне кĕмеççĕ. 1980-мĕш çулсенче пиллĕкĕмĕш ăрăвĕнчи истребителе, тĕслĕхрен, МиГ 1.44 тата С-37 программисемпе ĕçлеме тытăннă . Анчах та экономикă ӳкнипе хыççăн Совет Союзĕ саланса кайнине пула çак пуçлавла ĕçсене вĕçлеймен. Патшалăхпа пĕрле Çывлăш Çар вăйĕсем те пĕтсе ларнă, самолечĕсене республикăсем харпăра валеçме тытăннă, çĕнĕ машинсене шутласа кăларас ĕçе укçа уйăрма пăрахнă.

Раççейĕн СÇВ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

СССР 1991, раштавра СССР Сывлăш Çар вăйĕсене Раççейпе ытти 14 ирĕклĕ республикăсем хушшинче пайланă. Раççее совет СÇВ 40 % яхăн техникăпа 65 % хĕсметри çынсем лекнĕ, унăнах çеç пост-совет территорийĕнче инçет стратеги авиацийĕ юлать. Чылай самолечĕсене малтан пĕрлĕхлĕ (союзлă) республикăсенчен Раççее куçарнă. Хăшĕсене касса çĕмĕрнĕ. Сăмахран, çĕнĕ 6 Ту-160 самолета, Украинăра хĕсметре пилĕк çул çеç тăнăскерсене, АПШ дипломатийĕ пусарнипе вакласа тĕп тунă. Юлнă 8 самолетне Раççее газ парăмне сапласа тавăрнă. Çак асаплă пулăмсем 2000-мĕш çулсемчен тăсăлнă. 1994—1996 тата 1999—2002 çулсенче СÇВ Чечен кампанийĕсенче çапăçнă. Вĕсене хирĕç боевиксем «Стингерсемпе» вăрçнă.

Паянкунхи вырăнĕ, лару-тăрăвĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп пăхăнулăхĕн пайĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

СÇВ-пе СХВ-н 6-мĕш çарĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 54-мĕш корпусĕ ПВО — Тайцы
    • 159-мĕш гварди истребитель авиаполкĕ — Петрозаводск (Бесовец) — Су-27
    • 177-мĕш истребитель авиаполкĕ — Лодейное ПолеСу-27
    • ?-мĕш гварди Речицко-Бранденбургский Краснознаменный орденов Суворова и Кутузова зенит ракетăллă полкĕ (Ленинградская область)
    • ?-мĕш гварди Киевско-Лодзинский Хĕрлĕ Ялав, Кутузов, Богдан Хмельницкий орденĕсене тивĕçлĕ зенит ракетăллă полкĕ имени 50-летия СССР (Ленинградская область)
    • 170-мĕш радиотехникă бригади — Петрозаводск (Бесовец)

СÇВ-пе СХВ-ен 14-мĕш çарĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • СХВ-ен 26-мĕш дивизийĕ — Чита
    • 120-мĕш гварди истребитель авиаполкĕ — ДомнаМиГ-29
    • радиотехникă бригади — Чита
    • гварди тӳпе ракетă полкĕ — Ангарск
  • 21-мĕш хутăш авиаци дивизийĕ — Джида
    • 2-мĕш гварди бомбă пăрахакан авиаполк — ДжидаСу-24М
    • 266-мĕш штурм авиаполкĕ — Оловянная (Степь) — Су-25
    • 313-мĕш разведывательный авиаполк — БадаСу-24МР

Унта пĕтĕмпе 4 бригадă ТРК

    • 210-мĕш тӳпĕ ракетă полкĕ — Морозки
    • 584-мĕш гварди тӳпе ракетă полкĕ
    • 606-мĕш гварди тӳпе ракетă полкĕ — ЭлектростальС-300 (пĕр дивизионĕ — С-400)

Ятарлă çарпуçлăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Структура[тӳрлет | кодне тӳрлет]

РФ СÇВ шутне çак тĕслĕ çарсем кĕреççĕ:

Шучĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

йбап, Ту-160 йбап, Ту-22 йбап, Ту-95 иап, МиГ-31 иап, Су-27 иап, МиГ-29 бап, Су-24 шап, Су-25 рап, Су-24МР втап, Ил-76 трп
КСпН 1 1 2 1 1 1 18
СÇВ-па СХВ 4СÇ 1 2 2 3 1 3
СÇВ-па СХВ 5СÇ 1 1 3
СÇВ-па СХВ 6СÇ 1 3 2 1 5
СÇВ-па СХВ 11СÇ 1 2 2 2 1 3
СÇВ-па СХВ 14СÇ 1 1 1 1 1 2
37СÇ (АДД) 1 4 3
61СÇ (СТÇ) 8
Пурĕпе 1 4 3 5 7 5 9 7 5 8 34

Раççейĕн СÇВ хăйĕн шучĕпе — пысăккăшĕпе тĕнчере виççĕмĕш вырăнта шутланать, ытларах АПШпа КХР çеç.

2006 çул тĕлне, РФ СÇВ хĕсметре тăракан çын шучĕ — 184 600.

Истребитĕллĕ авиаци[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Усă куракан самолетсем — 1277

Штурм авиацийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Усă куракан самолетсем — 745

Инçевĕçев авиацийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Стратеги авиацийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Усă куракан самолетсем — 103

Тĕпчев шырав авиацийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Усă куракан самолетсем — 180

Транспорт авиацийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Усă куракан самолетсем — 260

Сывлăш танкерсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çапăçу вертолечĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Транспорт вертолечĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тӳпе ракетă çарĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вĕрентӳ керменĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 тата 10 IISS Military Balance 2005/2006
  2. ^ [1] 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ. http://www.avia.ru/inter/510/ 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.