Контент патне куҫ

Редупликаци

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Редупликаци (лат. reduplicatio «мăшăрланни»), — сăмахăн пуçламăш сыпăкне икĕ хут каланине пĕлтерекен фономорфологи пулăмĕ. Чăваш чĕлхинче редупликаци паллă ячĕсен пӗлтерӗшне вӑйлантарать, ҫивӗчлентерсе кӳрет:

  • ешĕл — ем-ешĕл
  • сарă — сап-сарă
  • кăвак — кăн-кăвак
  • такӑр — тап-такӑр
  • тикӗс — тип-тикӗс
  • çамрăк — çап-çамрăк
  • ҫӳхе — ҫӳп-ҫӳхе
  • хĕрлĕ — хĕп-хĕрлĕ

Чĕлхе ăслăлăхĕнче редупликацин асăннă тĕсне çурма редупликаци теççĕ.

Чăваш чĕлхинче тулли редупликаци те пур, ун пек чух сăмаха ним кĕскетмесĕр тепĕр хут калаççĕ, чăваш чĕлхин вĕрентĕвĕ ăна сăмаха икĕ хут калани тет: хĕрлĕ-хĕрлĕ, сарă-сарă, шурă-шурă (паллă ячĕсен вăйлă степенĕ). Ытти пуплев пайĕсене те, сăмахран, япала ячĕсене, хисеп ячĕсене икĕ хут калаççĕ: ял-ял, пин-пин. Япала ячĕсене икĕ хут калани нумаййине пĕлтерет: ял-ял витĕр тухрăмăр.

«Викисăмахсар» логотипĕ
«Викисăмахсар» логотипĕ
«Викисăмахсарта» статья пур «редупликаци»