Рим кану кунĕсем (фильм)
Рим кану кунĕсем | |
Фильм постерĕ | |
Жанр | камит |
---|---|
Режиссёр | Уильям Уайлер |
Продюсер | Уильям Уайлер |
Сценари авторĕ |
Далтон Трамбо |
Тĕп рольсенче |
Грегори Пек Одри Хепбёрн Эдди Альберт |
Оператор |
Анри Алькан Франц Планер |
Композитор |
Жорж Орик Виктор Янг |
Кинокомпани | Paramount Pictures |
Тăсăлу | 118 мин. |
Бюджет | 1,5 млн $ |
Патшалăх | АПШ |
Çул | 1953 |
IMDb | ID 0046250 |
«Рим кану кунĕсем» (акăл. Roman Holiday) — паллă американ режиссёрĕн Уильям Уайлерăн романлă камичĕ. Фильмра яш еликпе американ циник-репортёрĕн хушшинчи юратăвне кăтартнă. Одри Хепбёрнăн пĕрремĕш сумлă ролĕ, актрисăна вăл «Оскарпа» «Ылтăн глобус» парнесене тивĕçтернĕ.
Сюжет
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Анна — пĕчĕк патшалăх еликĕ. Вăл Рима дипломати турĕпе çитет. Унăн ĕç вăхăтне минутсемпе çырса хунă, титула пула этикет йĕркине тытса пымалла. Балсенче Анна Италин пĕрремĕш çынĕсемпе, урăх патшалăх элчисемпе паллашать, каçхине — ыранхи кун пресс-конференципе ытти пулас ĕçсен йывăррине туйса илсе — хăйне алра тытаймасть, хытă пăлханса каять. Чунне лăплантарас тĕллевпе, тухтăр Аннăна эмельпе йĕплет.
Анчах та елик элчĕлĕх çуртĕнчен вăрттăн тухса тарать. Рим варрипе ирĕк сывлăшпа ăнтăхса çӳрет. Тепĕртакран лăплантару эмелĕпе ĕнтĕркесе Анна паркри парапет çине çывăрма выртать. Çакăнтах, укçалла карт вăййи хыççăн киле кайма тухнă Джо Брэдли американ-репортёрĕ тупать. Таксипе киле çитме Анна пултараймасть — вăл нихçан та хăйпе укçа илсе çӳремест — журналист хĕре пулăшма пулать, машинăпа Анна ăсатса ярас тет. Хĕр Колизейре пурăнатăп тесе хурав парать, вара Джо палламан хĕре хăйĕн хваттерне çывăрма илсе каять.
Йĕри-таврари пулăмпа елик чунĕ çав тери хӳхĕмленсе каять. Выртма хатĕрленсе, вăл Брэдлие хывăнма пулăшма ыйтнипе тĕлĕнтерсех ярать. Репортёр ăна вăхăтлăха пĕчченех хăварать, таврăнсан, хĕр унăн кравачĕ çине выртнине курать те кушеткă çине куçарать. Çак самантрах астул кăнарĕ çухалнине элчелĕхре пĕлеççĕ.
Ирпе вăранса, Джо хăй еликĕн пресс-конференцине сиктернине ăнкартса илет. Хăйĕн боссĕ — мистер Хеннеси — патне çитсе анчах еликпе калаçнă пирки хыпарлать. Хеннеси кулăшласах унăн ултавне çие кăларать, ексĕллент сасартăк чирленĕ пирки пĕлтерет. Вăл Брэдлие Анна фотоӳкерчĕкне кăтартать, йĕкĕт хăйĕн патĕнче ыйхăна путнă палламан хĕр елик иккенне сисет. Брэдли самантрах хăйĕн аллине çак чăн сенсаци лекнине ăнкартса илет.
Брэдли хăй хваттерне шăнкăравлать, елик ваннăра çăвăнать, иккен. Журналист хăйĕн пулас ятарлă хыпар материалне сăнӳкерчĕкĕсем çапса илсе капăрлатас тĕллевпе Ирвин Радович фотографа (Эдди Альберт) чĕнет. Çăвăнса тухса, Анна, Брэдлипе сыв пуллашать те, Рим урамĕсемпе уçăлса çӳреме тухса каять. Репортёр вăрттăн йĕрлесе утать. Анна парикмахер патне кĕрсе çӳçне кĕскетет, хыççăнах ăна Джо ăнсăртран тенĕ пек тĕл пулать.
Рольсенче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Грегори Пек — Джо Брэдли
- Одри Хепбёрн — Принцесса Анна
- Эдди Альберт — Ирвин Радович
Парнесемпе палăртусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кунта паллă парнесемпе палăртусене кăтартнă. Тулли йышне IMDb.com çинче пăхăр.
Парнесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1954 «Оскар» парне — чи паха актриса (Одри Хепбёрн), чи паха сценари (Далтон Трамбо)
- 1954 BAFTA парни — чи паха актриса (Одри Хепбёрн)
- 1954 «Ылтăн глобус» — чи паха актриса (Одри Хепбёрн)
Палăртнисем (Номинацисем)
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1954 «Оскар» парне — чи паха фильм, чи паха режиссура (Уильям Уайлер), чи паха иккĕмĕш шай актёрĕ (Эдди Альберт)
- 1954 BAFTA парни — чи паха фильм, чи паха актёр (Грегори Пек), чи паха иккĕмĕш шай актёрĕ (Эдди Альберт)
Кăсăк фактсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чи малтанах çак лентăна Фрэнк Капра ӳнерлеме шухăшланă, вăл тĕп рольсене Кэри Грантпа Элизабет Тейлора чĕнесшĕн пулнă.
- Уильям Уайлер Анна рольне сăнарлама Джин Симмонса чĕннĕ пулнă, актрисăн фильмра выляма вăхăт çуккипе кăштах ĕнтĕ проекта чарса лартман.
- Фильм сценарисчĕ Далтон Трамбо политика хĕстерĕвне пула чикĕ леш енче пурăннă, «инкогнито» ĕлкипе çеç ĕçлеме тивнĕ. Чи паха сценаришĕн «Оскар» парнине вăл вилнĕ хыççăн кăна, 1993 çулта, тивĕçет.
- 1981 çулта Италире çак фильм çеммипе Адриано Челентанопа тата Орнелла Мутипе тĕп рольсенче « Пуçа çухатса юратакан» римейк-камита ӳнерленĕ. Фильмри ĕç-пуç Рим хулинче, еликпе чухăн автобус шофёрĕпе пулса иртет.
- 2008 çулта Раççейре çак фильмăн «Всё могут короли» римейкне çав сценарипех, çав рольсепмех, принцесси те Одри Хёпберн сăнарлĕ (анчах та ĕçĕсем хальхи Санкт-Петербург ра пулса иртеççĕ, журналист ролĕнче — Гоша Куценко, фильм вĕçенче, Грегори Пек пекех, вăл гонорар укçи çине — 20 пин доллар — ал сулать).
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Рим кану кунĕсем (фильм) Викиампарта? |
- «Рим кану кунĕсем»(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче