Сталкер (фильм)
Сталкер | |
Сталкер | |
Жанр | фантастика / драма−ытарăш, антиутопи |
---|---|
Режиссёр | Андрей Тарковский |
Сценари авторĕ |
Стругацкий тăвансем |
Тĕп рольсенче |
Александр Кайдановский Николай Гринько Анатолий Солоницын |
Оператор | Александр Княжинский |
Композитор | Эдуард Артемьев |
Кинокомпани |
Мосфильм Иккĕмĕш пултарулăх пĕрлешĕнĕвĕ |
Тăсăлу | 163 мин |
Бюджет | 1 млн тенк.[1] |
Патшалăх | ССРП |
Çул | 1979 |
IMDb | ID 0079944 |
«Ста́лкер» (выр. Сталкер) — Стругацкий тăвансен «Пикник на обочине» романĕпе 1979 çулта «Мосфильм» киностудире ӳнерленĕ фантастика фильме.
Андрей Тарковскин пултарулăхĕнчи чи паллă ĕçĕсенчен пĕри, хăй асăннипе, унта вăл чăннипех трансцендентлĕх патне пынă. Фильма хайланă чухне чылай чăрмав сиксе тухнă та ĕçсем виçĕ çула яхăн тăсăлнă. Çурхаха хатĕрленĕ чухне пĕрремĕш варианчĕ пĕтнĕ, виçĕ урăх оператор тата сăрăç фильм тăвас ĕçпе виçĕ хутчен тăрмашнă. XXXIII Каннăри тĕнчери кинофестивалĕнче 1980-мĕш çулта иртнĕ фильма тĕнчери жюри призне тивĕçнĕ.
Сюжет
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Фильмри ĕç-пуç шухăшласа кăларнă вăхăтра тата вырăнта пулса иртет, çынсен ячĕсем çук - витлевсем çеç.
Çирĕм çула яхăн маларах кунта метеорит ӳкнĕ. Вара çак районта аномальлĕ пулăмсем пуçланаççĕ, çынсем çухалаççĕ. Вырăна Зона теççĕ, унта тĕлĕнтермĕшлĕ пӳлĕм пур çавăнта пехиллĕ, чунран ыйтнă, тӳссе усранă ĕмĕтсем пурнăçланаççĕ текен итлевсем çӳреççĕ. Зонăна çăр çыннисем кордонсемпе тата йĕплĕ пăралукпа хупăрланă.
Фильм тĕп сăнарĕ — анчах тĕрмере ларса тухнă çын, ăна Сталкер (stalker - акăл. to stalk — «преследовать крадучись») тесе чĕнеççĕ. Вăл чухăн пурăнать, арăмĕ пур, хĕрĕ чирлĕ. Сталкер, арăмĕн сăмахне итлемесĕрех, Зонăна çынсене вăрттăн илсе çӳресе, укçа тăвать. Ăна ĕнтĕ Профессорпа Çыравçă Зонăна кайса килме тара тытаççĕ. Фильмăн пуçламăшĕнче (шурă-хура сăрпа ӳнерленĕ) виççĕшĕ те çар патрулĕнчен йăпшăнса иртсе, Зонăна çитеççĕ. Çакăнтанпа ӳнер ĕçĕ тĕрлĕ сăрăллă пулать. Çӳрекенсен тĕллевĕ — çав Пӳлĕме тупасси.
Пултару ушкăнĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сценари авторĕсем: Стругацкисем, Аркадий тата Борис; Андрей Тарковский
- Режиссёр: Андрей Тарковский
- Оператор: Александр Княжинский, Георгий Рерберг
- Художник-постановщик: Андрей Тарковский
- Художник-декоратор: Рашид Сафиуллин
- Композитор: Эдуард Артемьев
- Сасă режиссёрĕ: Владимир Шарун
- Монтаж: Людмила Фейгинова
- Фильм директорĕ: Александра Демидова
- Режиссёр ассистенчĕ: Мария Чугунова, Евгений Цымбал
Рольсенче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Александр Кайдановский — Сталкер
- Николай Гринько — Профессор (Сергей Яковлев сасă кĕртнĕ)
- Анатолий Солоницын — Çыравçă
- Алиса Фрейндлих — Сталкер арăмĕ
- Наташа Абрамова — Сталкер хĕрĕ
- Файме Юрно — руль тытса пнă хĕрарăм
- Владимир Заманский — Профессорпа телефонпа калаçакан (сасă)
- Е. Костин — буфетчик[2]
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Johnson, Petrie, 1994, с. 139
- ^ Сталкер (1979) — актёрсемпе ролĕсем (2010 çулхи утăн 6-мĕшĕ). çăлкуçран архивланă 25 Ҫурла уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 21 Пуш уйӑхӗн 2011.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ант Скаландис Братья Стругацкие. — М.: АСТ, 2008. — 736 p. — ISBN 978-5-17-052684-0
- Vida T. Johnson, Graham Petrie The films of Andrei Tarkovsky: a visual fugue. — Indiana University Press, 1994. — 331 p. — ISBN 0253208874
- Туровская М. 7 1/2, или Фильмы Андрея Тарковского. — М.: Искусство, 1991. — 256 p. — ISBN 5-210-00279-9
- Болдырев Н. Сталкер, или Труды и дни Андрея Тарковского. — Челепи: Урал-LTD, 2003. — 384 p. — (Биографические ландшафты). — ISBN 5-8029-0254-X
- Болдырев Н. Сталкер // Жервоприношение Андрея Тарковского. — М.: Вагриус, 2004. — 528 p. — ISBN 5-9560-0101-1
- Евлампиев И. Художественная философия Андрея Тарковского. СПб.: Алетейя, 2001. — 349 с. — ISBN 5-89329-443-2
- Суркова О. Книга сопоставлений. М.: Киноцентр, 1991.
- Суркова О. Хроники Тарковского: «Сталкер» // Искусство кино. 2002. № 9; 10.
- Суркова О. С Тарковским и о Тарковском. М.: Радуга, 2005. — 464 с. — ISBN 5-05-006018-4
- Суркова О. Тарковский и я: Дневник пионерки. М.: Зебра Е, 2005. — 487 с. — ISBN 5-94663-237-X
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Машина желаний. Фантасты братья Стругацкие: Книги. Русская фантастика (1999). — Первый вариант сценария (1975 год). çăлкуçран архивланă 25 Ҫурла уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 21 Пуш уйӑхӗн 2011.
- Сталкер. Фантасты братья Стругацкие: Книги. Русская фантастика (1999). — Один из последних вариантов сценария (1977 год). çăлкуçран архивланă 25 Ҫурла уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 21 Пуш уйӑхӗн 2011.
- Сталкер. Монтажный план фильма Андрея Тарковского. Библиотека Максима Мошкова (21 июня 1997). çăлкуçран архивланă 25 Ҫурла уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 21 Пуш уйӑхӗн 2011.
- «Сталкер»(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- Greg Polin Stalker’s meaning in terms of temporality and spatial relations 2009 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.(акăлч.)
- «Сталкер» «Кино России» сайтĕнче
- Сталкер Сайт о фильме
- «Сталкер» 2012 ҫулхи Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. на сайте проекта об Андрее Тарковском
- Информация о месте съемок «Сталкера»(эст.)
- Корнеева, Ирина. Двое в зеркале: Неизвестные подробности конфликта Андрея Тарковского и Георгия Рерберга // Российская газета. 24 июня 2008. № 4690
Андрей Тарковскин пултарулăхĕ |
|
---|---|
Кĕске фильмсем | Вĕлерекенсем (1956) • Сегодня увольнения не будет (1957) • Каток тата сĕрме купăс (1961) |
Тулли фильмсем | Йăванăн ачалăхĕ (1962) • Андрей Рублёв (1966/1971) • Солярис (1972) • Тĕкĕр (1974) • Сталкер (1980) • Ностальги (1983) • Чӳклени (1985) |
Документлă фильмсем | Время путешествия (1982) |
Тăвăнайман сценарисем | Концентрат (1958) • Антарктида, аякри çĕршыв (1959) • Светлый ветер (Ариэль) (1972) • Гофманиана (1975) • Сардор (1978) • Асăрхан! Çĕленсем! (1979) |
Актёр ĕçĕсем | Вĕлерекенсем (1956) • Эпĕ çирĕм çулта (1965) • Сергей Лазо (1968) |
Театрти ĕçĕсем | Гамлет (1977) • Борис Годунов (1983) |
Кĕнекесем | Запечатлённое время (1986/2002) • Мартиролог (дневники) (1991/2008) |