Контент патне куҫ

Сэйдзи Одзава

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Сэйдзи Одзава
фото
Тĕп хыпар
Тулли ят 小澤 征爾
Çуралнă вăхăт авăн, 1, 1935
Çуралнă вырăн Маньчжоу-го,
Вилнĕ вăхăт нарăс, 6 2024
Патшалăх Япони Япони
Профессисем XX, XXI ĕмĕрсенчи япон дирижёрĕ
Жанрсем ĕлĕкхи тата хальхи академилли мусăк, авангард

Сэйдзи Одза́ва (яп. 小澤 征爾?, авăн, 1, 1935нарăс, 6 2024) — япон дирижёрĕ.

1935 çулхи авăнăн 1-мĕшĕнче Маньчжоу-гора çуралнă.

Токиори Тохо Гакуэн аслă мусăк шкулне (Toho Gakuen School of Music), фортепиано уйрăмне вĕренме кĕнĕ, çапах та пианист карьерине тăсайман — регби вăййинче пӳрнисене амантнă.

1959 çулта Тохо Гакуэн шкулĕнче дирижёр (Хидэо Сайто патĕнче) дипломĕпе вĕренсе тухнă, çав çултах Безансонри тĕнчери çамрăк дирижёрсен конкурсĕнчи пĕрремĕш премие тивĕçнĕ.

Кайран Бостон симфони оркестрĕнче Шарль Мюнш патĕнче, Берлин филармони оркестрĕнче Герберт фон Караян патĕнче ăсталăха туптанă.

1961 çулта Нью-Йорк филармони оркестрĕнче Леонард Бернстайн патĕнче иккĕмĕш дирижёр вырăнĕнче тăрăшнă.

1965—1970 çулсенче — Торонто симфони оркестрĕн мусăк директорĕ, 1969—1976 çулсенче — Сан-Франциско симфони оркестрĕн мусăк директорĕ.

1973—2002 çулсенче — Бостон симфони оркестрĕн мусăк ертӳçи. 2002—2010 çулсенче — Венăри патшалăх оперин мусăк ертӳçи.

2004 çулта Швейцари тĕнчери мусăк академине йĕркеленĕ.

2011 çулта чире кĕрсен 2012 çул пуçланиччен концертсене ирттермен[1].

Аудио- тата видео çине çырнă хайлавĕсем:

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • A documentary film by Peyer Gelb. «Ozawa». Mayseles brothers film. CBS/Sony., 1989
  • Russell L., Smedvig C. Seiji: an intimate portrait of Seiji Ozawa. Boston: Houghton Mifflin Co., 1998

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Сан-Франциско симфони оркестрĕн мусăк ертӳçисем Шаблон:Бостон симфони оркестрĕн тĕп дирижёрĕсем