Контент патне куҫ

Сямжа

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

СямжаВологда облаҫӗнчи сала, Сямжа районӗн центрӗ, Сямжа ял тӑрӑхне йӗркеленет.

Вологдӑран 116 ҫухрӑм ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнелле Сямжена шывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ.

1935 ҫулта Ҫурҫӗр крайӗнчи Вологда округӗн йышӗнче унччен пӑрахӑҫланӑ Сямжа районне туса хунӑ. Ҫав ҫулах район ятне панӑ Сямжена шывӗн сылтӑм ҫыранӗнче, Дьяковски, Еремиха, Горка тата Поповка ялӗсене пӗрлештернипе Сямжа ялӗ пуҫланса кайнӑ. 1953 ҫулта вӑл район центрӗ пулса тӑнӑ. Ял 80 ҫул тултарнине халалласа 2015 ҫулта чаплӑ сак уҫнӑ.

Халӑх йышӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2002 ҫулхи халӑх ҫыравӗ тӑрӑх ялта 3932 ҫын (1923 арҫын, 2009 хӗрарӑм) пурӑнать.

Сямжа М8 автоҫул хӗрринче вырнаҫнӑ. Область центрне автобуспа ҫитме май пур. Чи ҫывӑхри чукун ҫул станцийӗ — Сямжӑран 57 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Харовск станцийӗ.

Сямжӑра таврапӗлӳ музейӗ, районти культура центрӗ, ача-пӑча ӳнер шкулӗ, вулавӑш ӗҫлеҫҫӗ. Куллен область шайӗнчи «Сямжа марафонӗ» йӗлтӗр ӑмӑртӑвне ирттереҫҫӗ. Облаҫри футбол чемпионачӗн пӗрремӗш дивизионӗнче Сямжӑри «Ультрас» ушкӑн вылять. Ялти паркра пӗр усламҫӑ туянса панӑ сака вырнаҫтарнӑ, ҫак уникаллӑ экспоната уҫма пухӑннӑ чаплӑ уява хӑй усламҫи ҫитеймен.

Сямжӑра пӗртен-пӗр Христос Чӗрӗлӗвӗн (Бельтяево Слободинчи) чиркӗве 1806 ҫулта туса лартнӑ. Чиркӗве кирпӗчрен тунӑ, вӑл икӗ хутлӑ, чиркӳ тӑрри йывӑҫран. 1935 ҫулта ӑна хупнӑ, кайран склад, йӗлтӗр бази, ял клубӗ, шкул тата СПТУ пек усӑ курнӑ. Чиркӗве 1996 ҫулта ҫӗнӗрен юсама пуҫланӑ.