Тăван чĕлхе

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Тăван чĕлхесоциолингвистикари та этнологири чи кирлĕ, чи паллă ăнлавсенчен пĕри. Ку ăнлав кулленхи чĕлхере те пур.

Тăван чĕлхе — социолингвистикăри тата этнологири чи паллă ăнлавсенчен пĕри пулнипе пĕрлех — халĕ вăл дисциплинăсем хушшинчи ăнлав пулса тăчĕ. "Кулленхи пурнăçри" ытти ăнлавсем пекех, ăслав чĕлхи çине куçарнă чух ку ăнлава тĕрлĕ майсемпе формализацилеме пулать, — мĕнле паларăма мала кăларса тăратнине кура. Чĕлхе "тăваннине" кăтартакан критерисем хушшинче чылай чухне çаксене асăнаççĕ:

1)чĕлхене ăша хывнин йĕркине е меслетне (тăван чĕлхене пуринчен малтан тата никам ятарласа пулашмасăр килйышра алла илни)

2)ăша хывнин пахалăхĕ (мĕнле чĕлхепе шухăшлав ĕçлевĕ пулса пыни, тата хăшне пуринчен лайăх пĕлни)

3)усă курассин анлăлăхĕ (тăван чĕлхене пуринчен ытларах усă курни)

4)чĕлхепе эмоцилле çыхăну пуррипе çукки (тăван чĕлхе — чи çывăххи)

5)тулашран идентификацилени (ытти çынсем палăртни)

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]