Танаяклă виçкĕтеслĕх теореми
Курӑнакан калӑплав
Танаяклă виçкĕтеслĕх теореми — геометрири классикăлла теорема, унпа килĕшÿллĕн, танаяклă виçкĕтеслĕхĕн аяк енĕсене хирĕç выртакан кĕтессем тан. Евклид «Пуçламăшĕсенче» ку теорема пирки калани те, ăна ĕнентерни те пур.
Кутăнла каланăлăх та чăн: енчен те юхăнман виçкĕтеслĕхĕн икĕ кĕтесĕ тан пулсан, вĕсене хирĕç выртакан енсем те тан. Çавăн пекех, абсолютлă геометрире чăннине кура, Лобачевский геометрийĕнче те тĕрĕс, сферăлла геометрире те тĕрĕс.