Уильям Тёрнер

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Уильям Тёрнер
William Turner
Хăйне хăй ÿкерни, 1799
Хăйне хăй ÿкерни, 1799
Çуралнă чухнехи ят: Джозеф Мэллорд Уильям Тёрнер
Çуралнă вăхăт: 1775 Ака, 23
Çуралнă вырăн: Ковент-Гарден, Лондон, Аслă Британи
Вилнĕ вăхăт: 1851, Раштав, 19
Вилнĕ вырăн: Чейни-Уок, Челси, Англи, Британи империйĕ
Гражданлăх: Уильям Тёрнер
Жанр: историллĕ сăрă ÿнер, тинĕс тата çутçанталăх сăнарĕ
Вĕренӳ: Патшалăх ÿнер академийĕ
Стиль: романтизм
Сĕм янă: импрессионизм, Джон Рёскин
Викиампарти ĕçсем

Джозеф Мэллорд Уильям Тёрнер (акăл. Joseph Mallord William Turner, Ака, 23 1775, Ковент-Гарден, ЛондонРаштав, 19 1851, Челси) — британи сăрă ÿнерçи, романтикалла çутçанталăх сăнарçи, акварель тата гравюра ăсти. Франци импрессионисчĕсене хавхалантарнă ÿнерçĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Уильям Тёрнер ака уйăхĕн вĕçĕнче, çу уйăхĕн пуçламăшĕнче çуралнă — 1775-мĕш ç. Лондон Ковент-Гарден таврашĕнче. Тёрнер хăй 23-мĕш ака тенĕ. Унăн ашшĕ, Уильям Тёрнер, париксем ăсталаканскер пулнă, 70-мĕш çç. вĕçĕнче цирюльня уçнă. 1785-мĕш çулта килти йывăрлăхсене пула (пулас ÿнерçĕн амăшĕ чун чирĕпе аптранă), Джозеф Уильяма Лондон çывăхĕнчи Брентфорда леçнĕ, унта вăл куккăшĕ патĕнче пурăннă.

Асăну[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мĕн пур хайлавĕсене ÿнерçĕ британи халăхне халалласа хăварнă. (Халĕ вĕсем Лондонри Тейт галереинче упранаççĕ).

2014-мĕш тĕнче киноэкранĕсем çине Майк Ли илемлĕ фильмĕ «Мистер Тёрнер» тухнă, вăл ÿнерçĕ пурнăçĕн юлашки çирĕм çулне уçса кăтартать. Тёрнер рольне Тимоти Сполл актёр вылять.

Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Уильям Тёрнер / Перевод с английского А. Е. Мосейченко. — М.: ЗАО «БММ», 2007. — 256 с. — 2000 экз. — ISBN 5-88353-278-0.
  • С. Дзуффи. Большой атлас живописи. — М.: Олма-Пресс, 2002. — С. 184—185, 242, 244—245, 300. — 431 с. — ISBN 5-224-03922-3.
  • П. Акройд. Тернер. — М.: КоЛибри, Азбука-Аттикус, 2012. — 224 с.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]