Фукусима-1
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
АЭС Фукусима-1 | |
Вырнаçăвĕ | Япони |
---|---|
Тума пуçлани | 1966 |
Эксплуатаци пуçламăшĕ | пуш, 26, 1971 |
Техника параметрĕсем | |
Энергоблоксен шучĕ | 6 |
Реакторсен тĕсĕ | BWR |
Ытти хыпар | |
Сайт | http://www.tepco.co.jp/nu/f1-np/press_f1/2011/2011-j.html |
Фукусима-1 (яп. 福島第一原子力発電所 Фукусима дай-ити гэнсирёку хацудэнсё?) (пуплев ) — Фукусима префектуринчи Футаба уесĕнчи Окума хулинче вырнаçнă атом электростанцийĕ. 2011 çулхи нарăсра унăн 4,7 ГВт хăватлă 6 энергоблокĕ тĕнчери чи хăватлă 25 атом электростанцисен шутне кĕнĕ. Фукусима-1 — Токио хăват компани (TEPCO) тунă тата эксплуатацинче тăракан пĕрремĕш АЭС.
Фукусима-2 АЭСран 11,5 çх кăнтăрарах вырнаçнă.
Энергоблокĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕрремĕш, иккĕмĕш тата улттăмăш энергоблокăн реакторĕсене General Electric американ корпорацийĕ тунă, виççĕмĕшпе пиллĕкмĕшне - Toshiba, тăваттăмăшне - Hitachi. Пĕтĕм реакторсен проекчĕсене General Electric[1] корпораци тунă. Архитектура проекчĕсене Ebasco компани, çурт-йĕр конструкцисене Kajima(акăлч.)чăв.[2] компани тунă.
Энергоблок[3] | Реактор типĕ[4] | Хăватлăх | Тума пуçланă |
Хăватне хăпартнă | Эксплуатацие кĕртнĕ | Хупнă | |
---|---|---|---|---|---|---|---|
Таса | Брутто | ||||||
Фукусима I-1 | BWR-3[5] | 439 МВт | 460 МВт | 25.07.1967 | 17.11.1970 | 26.03.1971 | ликвидацие вĕçлесен |
Фукусима I-2 | BWR-4 | 760 МВт | 784 МВт | 09.06.1969 | 24.12.1973 | 18.07.1974 | ликвидацие вĕçлесен |
Фукусима I-3 | BWR-4 | 760 МВт | 784 МВт | 28.12.1970 | 26.10.1974 | 27.03.1976 | 31.03.2011 |
Фукусима I-4 | BWR-4 | 760 МВт | 784 МВт | 12.02.1973 | 24.02.1978 | 12.10.1978 | 31.03.2011 |
Фукусима I-5 | BWR-4 | 760 МВт | 784 МВт | 22.05.1972 | 22.09.1977 | 18.04.1978 | |
Фукусима I-6 | BWR-5 | 1067 МВт | 1100 МВт | 26.10.1973 | 04.05.1979 | 24.10.1979 | |
Фукусима I-7 (план)[6] | ABWR | 1325 МВт | 1380 МВт | ( планпа - 2014) | |||
Фукусима I-8 (план)[7] | ABWR | 1325 МВт | 1380 МВт | (планпа - 2015 ) |
Фукусима-1 АЭС-ĕнчи авари
[тӳрлет | кодне тӳрлет]11 марта 2011 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Японири çĕр чĕтренĕвĕпе тата унăн хыççăн çитсе çапнă цунами, официаллă хыпарпа, INES шкалипе 5-мĕш шайри радиаци аварийĕ пулнă[8].
Çĕр чĕтренĕвĕ вăхăтĕнче 3 ĕçлекен энергоблока штатлă ĕçленĕ автоматика сыхлавĕ ĕçлеме чарнă. Анчах та çĕр чĕтренĕвĕ хыççăн тепĕр сехетрен цунами çапнипе пула станцине электричество çитме пăрахнă (çав шутра авари дизель генераторĕсенчен те)[9][10][11][12]. Электричество сӳнтернĕ хыççăн реакторсенче тухакан ăшша туртса илмелле, мĕншĕн тесен ĕçлемен реакторсем самай вăхăт хушши ăшă параççĕ. Резерв дизель электростанцийĕсене çухатсанах станцин харпăрçи, TEPCO компани Япони правительствине авари лару-тăрăвĕ çинчен пĕлтернĕ. [13][12].
Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Мияги провинцинче 7,4 баллă çĕр чĕтренĕвĕпе сиксе тухнă аварие тăн тăвас ĕçе вăхăтлăха чарнă. Ĕçтешсемпе çăлавçăсене авариллĕ АЭСран эвакуацилеме хушă тухнă пирки Agence France-Presse пĕлтернĕ[14].
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ General Electric-designed reactors in Fukushima have 23 sisters in U.S, MSNBC (March 13, 2011). Тĕрĕсленĕ 14 Пуш уйӑхӗн 2011.
- ^ Nuclear Reactor Maps: Fukushima-Daiichi. Council for Security Cooperation in the Asia Pacific. Тĕрĕсленĕ 14 Пуш уйӑхӗн 2011.
- ^ Japan: Nuclear Power Reactors (акăлч.). Power Reactor Information System. IAEA. Тĕрĕсленĕ 12 Пуш уйӑхӗн 2011.
- ^ REACTORS IN OPERATION, 31 DEC. 2009 (акăлч.). IAEA.
- ^ Boiling Water Reactor (BWR) (акăлч.).
- ^ Fukushima Daiichi 7 on the PRIS of the IAEA 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ. (english)
- ^ Fukushima Daiichi 8 on the PRIS of the IAEA 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ. (english)
- ^ Japan Earthquake Update (12 March 2011 2110 CET) (акăлч.). IAEA Alert Log. IAEA. Тĕрĕсленĕ 12 Пуш уйӑхӗн 2011.
- ^ Япония — ситуация берётся под контроль (выр.). AtomInfo.ru. Тĕрĕсленĕ 12 Пуш уйӑхӗн 2011.
- ^ Япония - сводка, 12.03.2011, 13-00 МСК (выр.). AtomInfo.ru. Тĕрĕсленĕ 12 Пуш уйӑхӗн 2011.
- ^ Четвёрка! (выр.). AtomInfo.ru. Тĕрĕсленĕ 12 Пуш уйӑхӗн 2011.
- ^ 1 тата 2 Announcements = IAEA Alert Log (акăлч.). IAEA. Тĕрĕсленĕ 13 Пуш уйӑхӗн 2011.
- ^ Battle to stabilise earthquake reactors (акăлч.). UPDATE 14: 23.44 pm GMT. World Nuclear News. Тĕрĕсленĕ 13 Пуш уйӑхӗн 2011.
- ^ lenta.ru