Контент патне куҫ

Ханой

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ханой (вьетн. Hà Nội, 河内, «шывсем хушшинчи хула») — Вьетнамăн шĕкĕр хули, Хошимин хыççăн промыçлă ĕçĕсемпе çĕршывăн иккĕмĕш тĕпĕ.

Хула Хĕрлĕ юханшыв çыранĕнче вырнаçнă.

1010 çулта Ли Тхай То император Дайла карман çумĕнче хула хăпартма хушнă. Кайран çак вырăна Дайвьет патшалăхĕн тĕп хулине куçарнă. Çĕнĕ хулана «Тханглонг» (вьетн. Thăng Long, 昇龍) — «Вĕçсе хăпаракан вĕриçĕлен» ят хунă. «Ханой» теме 1831 çулта Минь Манг император хушнипе пуçланă.

Халăхĕ, йышлăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хулара 3 083 800 çын (2004) пурăнать.

Хула пысăк промыçлă тĕп шутланать. Кунта машиностроени, хими, çăмăл промыçлă предприятийĕсем ĕçлеççĕ.