Цукиока Ёситоси
Цукиока Ёситоси | |
月岡 芳年 | |
Цукиока Ёситоси | |
Çуралнă вăхăт: | ака, 30, 1839 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Эдо (халĕ Токио) |
Вилнĕ вăхăт: | çĕртме, 9, 1892 |
Гражданлăх: | Япони |
Жанр: | çутçанталăк, çын сăнарĕ |
Стиль: | укиё-э |
Викиампарти ĕçсем |
Цукиока Ёситоси (Тайсо Ёситоси) (яп. 月岡 芳年, 1839-1892) — паллă та чаплă япон ӳкерçи. Вăл йывăç çинче каснă гравюран Укиё-э тĕсĕн юлашки аслă маçтăрĕ. Унсăр пуçне Цукиока Ёситоси çĕнĕлĕхсене кĕртекенсенчен чи аслисенчен пĕри шутланать.
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вăл 1839-мĕш çулта Эдо (халĕ Токио) хулинче çуралнă. Ашшĕ самурай ятне илнĕ пуян суту-илÿçĕ пулнă, виçĕ çултан ача куккăшĕ патĕнче пурăннă.
1850-мĕш çулта, 11 çул тултарсан, вăл Утагава Куниеси ÿнерçĕ патĕнче вĕренме пуçлать. Пĕрремĕш пичет ĕçĕ унăн 1853-мĕш çулта тухнă, ун чухне вăл 14-ра пулнă.
1861-мĕш çулта Куниеси вилсен унăн пурнăçĕ йывăрланнă.
1868-мĕш çулта Ёситосине ăнсăртран Уэно çапăçуне курма тивет. Ун хыççăнах вăл юнлă та хăрушă вăрçă курăмлă гравюрăсем хайлать. Гавюрисем лайăх сутăнса анлă сарăлаççĕ, вăл хăвăрт палла тухать.
1869-мĕш çулта Ёситоси чи лайăх гравюра ÿнерçи шутне кĕрет.
1870-мĕш çултан пуçласа унăн ĕçĕсем япăхланаççĕ, халăха ытла та хăрушлă ĕçĕсем килĕшми пулаççĕ.
1873-мĕш çулта Ёситоси патне ăнăçу таврăнать, унăн ĕçĕсене çÿллĕ хак параççĕ, çĕнĕ хаçатсем унăн ĕçĕсене хапăлласах туянаççĕ.
1880-мĕш çулта тĕрлĕрен еркĕн хĕрарăмсемпе пурăннă хыççăн Ёситоси икĕ ачаллă гейша пулнă Сакамаки Тайкопа паллашать, 1884-мĕш çулта вĕсем пĕрлешеççĕ. Унăн ĕçĕсем майлашăнаççĕ, халĕ ĕнте унăн пысăк çурт, вĕренекенсем те нумай.
Пурнăçĕн юлашки çулĕсем унăн пултарулăхĕ пысăк хăпартлануллă пулать. 1885-1892-мĕш çулсенче «Уйăхăн çĕр тĕрлĕ курăмĕ» гравюра пуххи ăслать, халăх вĕсене туянасшăн пулса черетсене çырăнать.
1889 -1892-мĕш çулсенче кабуки театр ĕçченĕсене сăнарлать.
1891-мĕш çулта унăн ăс-тăн чирĕ пуçланать, ăна психиатри больницине вырнаçтараççĕ. 1892-мĕш çулхи çу уйăхĕнче унтан тухсан вăл килне таврăнмасть, тепĕр виçĕ эрнерен пуç мимине юн кайнипе вилсе каять.
Пĕлтерĕшĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Унăн пултарулăхĕ икĕ тапхăра кĕртсе илет — феодаллă Японине тата хальхи Японин пĕрремĕш çулĕсене, Мэйдзине çĕнетсе влаçа тавăрса пани хуççăн.
Ытти нумай япон çыннисем пекех вăл та ытти тĕнчерен килекен çĕнĕлĕхсемпе кăсăкланнă, анчах, вăхăт иртнĕ çемĕн, ăна ытларах та ытларах япон культури хăйĕн чылай традици енĕсене çухатни хумхантарнă, вĕсен хушшинче йывăç çинче каснă гравюран ĕлĕххи мелĕсем те пулнă. Япони ÿнер ĕçĕсене пичетлеме хĕвел анăç мелĕсене — фотографипе литографине йăлана кĕртнĕ чухне, вăл ĕлĕк-авалхи мелпе ĕçленĕ. Япони хăйĕн авалхи йăлисенчен çухатса пынă çемĕн вăл пĕччĕн тенĕ пекех вĕсене упраса хăварнă, Укиё-э ÿнер ĕçне çĕнĕ шайа хăпартнă.
Ӳкерçĕ вилĕмĕ хыççăн унăн чапĕ хĕвел анăçĕнче те, Японире те ÿссе пынă, хальхи вăхăтра вăл пул çĕрте те хăй вăхăтри чи пултаруллă ÿнерçĕ шутланать.
Курав речĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Eric van den Ing, Robert Schaap, Beauty and Violence: Japanese Prints by Yoshitoshi 1839–1892 (Havilland, Eindhoven, 1992; Society for Japanese Arts, Amsterdam) is the standard work on him
- Forbes, Andrew ; Henley, David (2012). Forty-Seven Ronin: Tsukioka Yoshitoshi Edition. Chiang Mai: Cognoscenti Books. ASIN: B00ADQGLB8
- Forbes, Andrew ; Henley, David (2012). 28 Famous Murders. Chiang Mai: Cognoscenti Books. ASIN: B00AGHJVOS
- Shinichi Segi, Yoshitoshi: The Splendid Decadent (Kodansha, Tokyo, 1985) is an excellent, but rare, overview of him
- T. Liberthson, Divine Dementia: The Woodblock Prints of Yoshitoshi (Shogun Gallery, Washington, 1981) contains small illustrations of many of his lesser works
- John Stevenson, Yoshitoshi's One Hundred Aspects of the Moon (San Francisco Graphic Society, Redmond, 1992)
- John Stevenson, Yoshitoshi's Women: The Print Series 'Fuzoku Sanjuniso' (Avery Press, 1986)
- John Stevenson, Yoshitoshi's Thirty-Six Ghosts (Weatherill, New York, 1983)
- John Stevenson, Yoshitoshi’s Strange Tales (Amsterdam. Hotei Publishing 2005).
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Цукиока Ёситоси Викиампарта? |
- Цукиока Ёситоси — Кунта унăн нумай ĕçĕсене курма май пур
- Цукиока Ёситоси Online
- 100 видов луны — «Уйăхăн çĕр тĕрлĕ курăмĕ» гравюрасен тулли пуххи