Чăваш Республикин Хисеп хучĕ
Курӑнакан калӑплав
Чăваш Республикин Хисеп хучĕ | |||
| |||
Патшалăх | Чăваш Республики, Раççей Федерацийĕ | ||
---|---|---|---|
Тĕс | Орден | ||
Статус | тивĕçтереççĕ | ||
Умхыçлăх | |||
Аслă чыслав | «Чăваш Республики умĕнчи тивĕçлĕх» орден | ||
Кĕçĕн чыслав | «Чăваш Республики умĕнчи тивĕçлĕх» орденĕн медалĕ |
Чăваш Республикин Хисеплĕ хучĕ — Чăваш Республикин патшалăх чыславĕ. Тулаш сăнне тата чыслас йĕркене Чăваш Республикин 2005 çулхи акан 12-мĕшĕнчи 15 № «Чăваш Республикин патшалăх чыславĕсем пирки» саккунĕпе çирĕплетнĕ.
Орден статучĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш Республикин Президенчĕн хутайĕпе чыслаççĕ.
Чăваш Республикин ĕçтăвакан влаçĕн пуçлăхĕ — Чăваш Республикин Президенчĕ — аслă чыслава Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ йышăнăвĕпе тивĕçтерет.
чыслаççĕ:
- Чăваш Респуликин экономика, промăçлăх, агропромăçлă комплекс, ăслăх, сывлăх хӳтĕлев, çутĕç, культура, ӳнер аталанăвне пысăк ӳсĕм кӳнĕшĕн,
- ĕçре ăнăçлă çитĕнӳсене, ырлă ĕç-пуçсене тунăшăн,
- халăхсем хушшинчи лăпкăлахпа туслăха хастар çирĕплетнĕшĕн
- Чăваш Республикипе унăн халăхĕшĕн урăх хастар ĕççем тунăшăн.
Кăкăр çинчи паллă
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш Республикин Хисеп хучĕпе чысланă граждансене çаплах кăкăр паллине параççĕ.