Чигаева Светлана Ивановна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Светлана Ивановна Чигаева — философ-тĕпчевçĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1977 çулхи юпан 9-мĕшĕнче Чăваш Енĕри Элĕк районĕн тĕп ялĕнче çуралнă. 1994 çулта И. Я. Яковлев ячĕллĕ Элĕк вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухать. ЧГПУ-н 3-мĕш курсĕ хыççăн Truman (АПШ) Миссури патшалăх университетĕнче вĕренет, акăлчан чĕлхи уйрăмĕнче гуманитари ăслăхĕсен бакалаврĕ (1999), Айова штачĕн патшалăх университетĕнче — акалчан чĕлхин магистрĕ пулса тăрать.

2005 çулта Гонгонг политехника университетĕнче тухтăр диссертацине хӳтĕлет. Унтах тăрăшаса вăй хурать.

Чăвашла, акăлчанла, вырăсла калаçать, китай чĕлхин кантон диалектне, франци чĕлхине пĕлет.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

40 ытла ăслăх ĕçĕ çырса кăларнă.

Парнисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш Республики тата Раççей Федераци президенчĕсен стипендиийĕсен лауреачĕ (1995-97), Aubrey Galyon парне лауреачĕ (2001)

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Чебоксары, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.