Чукун çул вокзалĕ
Чукун çул вокзалĕ — чукун çул станцийĕн çулçӳрекенсене (пассажирсене) кĕтсе илсе ăсатса ямалли çурчĕ.
Ячĕ мĕнле тухни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Павăл хулинче (Санкт-Петербург тулашĕнчи император резиденцийĕ), XIX ĕмĕрте европа йăла-йĕркипе юрă-ташă концерчĕсене ирттернĕ. Çав çулсенче ăна курзалтенĕ — парксенчи çуллахи эстрадăсене каланă пекех.
Патша ялĕнчи чукун çулне хывнă хыççăн Ф. Герстнер инженер Павăл хулинче ресторациллĕ хăна çурчĕ туса лартнă. Малтанах унта пысăках мар кĕвĕ-юрă залĕ пулнă, лармалли пукансен шучĕ 5000 çитнĕ. Петербург гражданĕсем чукун çулпа ятарласах паллă музыкçăсен концерчĕсемпе килленме Павăл хулине çӳренĕ. Калаçусенче пĕр-пĕринчен: «Эсир вокал-музăк салунĕнче пулса куртăр-и?» тесе ыйтса пĕлнĕ. Вăраххăн, çак вăрăм ят пуплевре ансатланса кĕскелнĕ, «вокал салунĕ», «воксал» пулса тăнă. Концерт залĕ Патша ялĕнчи чукун çулĕн чаранăвĕпе юнашар вырнаçнăран «чарăну» тата «воксал» ăнланăвĕсем çыхăнса пĕрлешнĕ.
Техника пур хутĕнче те «куçса çӳрекен çурчĕ» тенĕ пулин те, анлă пӳплевре «воксал» сăмахпа усă куратпăр. Тĕнчери çулсенче, Раççейсĕр пуçне, «воксал» палăрту çук.
Вокзалсен тĕсĕсене палăртса уйăрасси
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вокзалсен классификацийĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ӳкерчĕк:Vokzaly.GIF Лаптăк шучĕпе пĕчĕк, вăтам, пысăк тата калăп вокзалсем пулаççĕ.
Перрон çулĕсем енĕпе вырнаçнипе вокзалсем тăрхалисем, урлисем, урлă-айăккăллисем тата П-евĕрлисем пулаççĕ.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чукун çул вокзалĕ Викиампарта? |
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- А. А. Авдовский, А.С. Бадаев, К.А. Белов тата ыттисем. "Организация железнодорожных пассажирских перевозок", Мускав, "Академия", 2004. ISBN 5-7695-1720-4