Юл Бриннер

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Юл Бриннер

Юл Бриннер (акăл. Yul Brynner), — кинопа театрĕн американ актёрĕ. 1915 çулхи утă уйăхĕн 7 Раççейри Владивосток хулинче çуралнă. 1985 çулхи юпа уйăхĕн 10 вилнĕ.

1957 çулта «Оскар» премине, 1985 çулта «Тони» театр парнине тивĕçлĕ пулнă.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юл Бриннер аслашшĕ Швейцарирен тухнăскер пулнă. 16 çулта Жюль Бринер тĕлĕнтермĕшсем шыраса çулçӳреве тухнă. Малтан вăл Японири Иокогама хулинче пурăнма шутланă. Унта вăл авланма та ĕлкĕрнĕ. Анчах та кайран хăйĕн мăшăрне пăрахса Владивосток хулине куçса кайнă. Владивостокра вăл Чингисхан йĕхне кĕрекен монгол хунĕн хĕрне качча илнĕ. Вĕсен çемьинче 6 ача çуралнă: виçĕ хĕр тата виçĕ ывăл. Борис ятлă ывăлĕ гимназире вĕреннĕ хыççăн Санкт-Петербургри университета вĕренме кĕнĕ, минерологине вĕренсе пĕтернĕ. Санкт-Петербургра вăл Владивостокри Дмитрий Благовидов тухтăр хĕрĕпе, Марусяпа, паллашнă. 1914 çулта пĕрлешнĕ, 1915 çулхи утă уйăхĕн 7 вĕсен ывăл çуралнă. Ачин ятне аслашшĕ ячĕпе панă — Юл.

Юла 4 çул çитсен ашшĕ Мускавра Екатерина Корнакова актрисăпа паллашса ăна юратса пăрахнă. Вăл ку вăхăтра Алексей Дикий пулас СССР халăх артисчĕн арăмĕ пулнă. Юл ашшĕ çемьене пăрахса Корнаковăпа Харбин хулине куçса кайнă. Раççейре революциллĕ пăлхавсем çĕкленнĕ пирки амăшĕ те Юлпа Верăна пĕрле илсе Харбин хулине куçнă. Кунта Верăпа Юлăн пултарулăхĕ паларма пуçланă. Юл килти театрта тĕрлĕ рольсене вылянă, Верăн сасси уçăмлă пулни палăрнă.

1934 çулта Юл çемьи Парижа куçса кайнă.

1943 çулта амăшĕ вилнĕ. 1943 çулхи авăнăн 6 вăл Вирджиния Гилмор актрисăна качча илнĕ.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1949 çулта вăл пĕрремĕш хут «Порт Нью-Йорк» кинокартинăра ӳкерĕннĕ.