Çар

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Çар (фр. armée /армэ́/ - этимон: armer, s'armer — хĕçпăшаллан).


Терминăн темиçĕ ăнланăвĕ пур:

  1. Ансат ăнланăвра — темиçе корпус, дивизирен тăракан оперативлă çар пĕрлешĕвĕ; хĕçпăшаллă вăйсен виçи.
  2. Патшалăхăн типçĕр хĕçпăшаллă вăйĕсем (ахаллĕн хĕçпăшаллă вăйсен тĕп тĕсĕ).
  3. Пĕтĕмĕшле усă курнă ăнланăвра — патшалăхăн типçĕр, тинĕс-çар, сывлăш-вăрçă тата урăх хĕçпăшаланнă вăйĕсем пĕтĕмпе, тепĕр сăмахсемпе, унăн хĕçпăшаллă вăйĕсем.

Çар чăмăртăвĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тип çĕр вăйĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Уйрăм чух çар тесе типçĕр çинче çапăçма пуçтарса хатĕрленĕ хĕçпăшаллă çарсене асăнаççĕ. Кун чух Çар йĕрке тытăмĕпе флотран (тинĕс-çар вăйĕсем, ТÇВ е ТÇФ) авиацирен (сывлăш-çăр вăйĕсем, СÇВ) уйрăм шутланать. Тĕслĕхрен, АПШ çарĕ АПШ хĕçпăшаллă вăйĕсен шутĕнчи типçĕр çарĕ пулса тăрать.

Хĕçпăшаллă вăйсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕтĕмĕшле хĕçпăшаллă вăйсем тесе патшалăхăн çапăçусенче кĕрешекен тата вăрçă тапхăрĕнчи урăх ĕçсене тăвакан е никама пăхăнманлаха тулашри хăрушлăхран хӳтĕлекен пур хĕçпăшалланнă вăйĕсене палăртаççĕ.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

Шаблон:Çар пĕрлешĕвĕ