Çутлăх самани

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Европăн 1700-мĕш çул тĕлнелли картти

Çутлăх саманиЕвропа культурин историйĕнчи пĕр тапхăр. Ăна çавăн пекех Çуттатуртаслăх самани темешкĕн те май пур. Çак тапхăрăн чиккисене чат уçăмлăнан палăртма çук. Вăл Европăри çĕршывсенче тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ вăхăталла пулса иртнĕ. Тĕпрен илсен, XVII тата XVIII ĕмĕрсене ытамлать.

Мĕн япала-ха ку?[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку тапхăрта тĕнчери пулăмсем çине тĕн хушнă пек пăхасси сĕвĕрĕлет. Ăславçăсем мĕнпур япаласем çине ăстăн хушнă пек пăхма вĕрентеççĕ. Унччен вĕреннĕ çынсем хăйсене хĕсĕк ушкăнри пек çеç туйнă пулсан, халь вара вĕсем ăславсен çитĕнĕвĕсен халăхăн мĕнпур сийĕсем хушшинче сармашкăн тăрăшнă. Çак енчен пăхсан уйрăмах Францире Дени Дидро тата ыттисем 35 томлă "Энциклопеди" (1751-1780 кăларни уйрăмах кăтартуллă. Маларах Европăра ăслав чĕлхи вырăнĕнче латынь çуренĕ пулсан, ĕнтĕ мала хранццус чĕлхи тухать. Ытти кĕнкесене наци чĕлхисемпех кăларнă.

Европăри тĕрлĕ çĕршывсенчи Çутлăх самани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Раççейри Çутлăх самани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Раççейре Çутлăх самани, тĕпрен илсен, XVIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче пулса иртет.

Çутлăх самани Европа тулашĕнче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çутлăх самани — чăн малтанах Европари пулăм. Çав вăхăтрах Америка историкĕ Стивен Старр Вăтам ĕмĕрсенче Çутлăх вучахĕ Вăтам Азире тесе шутланă[1].

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Огурцов А. П. Философия науки эпохи Просвещения. — М.: Институт философии РАН, 1993. — 213 с.
  • М. Хоркхаймер, Т. В. Адорно. Понятие просвещения // Хоркхаймер М., Адорно Т. В. Диалектика просвещения. Философские фрагменты. М., С-Пб., 1997, с. 16-60
  • Д. Рикуперати. Человек Просвещения // Мир Просвещения. Исторический словарь. М., 2003, с. 15-29.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Стивен Фредерик Старр. Утраченное Просвещение: золотой век Центральной Азии от арабского завоевания до времен Тамерлана = S. Frederick Starr: "Lost Enlightenment: Central Asia’s Golden Age from the Arab Conquest to Tamerlane". — Альпина Паблишер, 2016. — 574 p. — ISBN 978-5-9614-5303-4.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]